Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе пирĕн республикăра бюджет сферинче ĕçлекенсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе муниципалитетсене пулăшмалли программа пурнăçа хастар кĕрсе пырать. Тĕрлĕ службăсенче тăрăшакансене служба тивĕçне пурнăçланă тапхăрта хваттерсем парса пулăшĕç, пÿлĕмсем илес текенсем валли хăтлă хваттерсем пулĕç.
«Авариллĕ çуртсене пăрахăçласа çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтересси, тăлăх ачасене валли пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси тата служба çурт-йĕрĕн фондне йĕркелесси — строительство тытăмĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пайсенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ. Нумай ачаллă çемьесене тĕрев парас ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать.Хуласенче вĕсем валли хваттерсем пăхса хăвармалла, ял хутлăхĕнче вара уйрăм çуртсем тума май пур. Объектсем валли çĕр лаптăкĕсем хатĕрлемелле. Республикăри кашни çемье пурнăçăн лайăх условийĕсене, ырă улшăнусем пулса иртнине курса ĕнентĕр», - палăртса каланă Олег Николаев.
Чăваш Енĕн строительство министрĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çул валли республика бюджетне 69,4 миллион тенкĕ пăхса хăварнă, укçа-тенкĕне тăхăр муниципалитета куçарса парĕç. Тăкаксен çуррине республика хăй çине илет, ыттине вырăнти бюджетран уйăрĕç. Пурĕ 48 хваттер туянма палăртнă, вĕсенчен 43-шĕ ялсенче вырнаçĕç.
Пурăнмалли çурт-йĕр ытларах Вăрнар округĕнче пулĕ, унта 15 хваттер туянма палăртаççĕ. Улатăр муниципалитетĕнче – 10, Сĕнтĕрвăрри тата Вăрмар округĕсенче 6-шар хваттер пăхса хăварнă. Çĕнĕ Шупашкарта – 5, Куславкка тата Комсомольски округĕсенче – 2-шер, Хĕрлĕ Чутайпа Тăвайра – пĕрер хваттер.
Ку ĕçе çакăн евĕр 2025 çулта пурнăçлани хăйĕн тухăçлăхне кăтартса панă та ĕнтĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн Хĕрлĕ Чутай округĕнче служба çурт-йĕрĕн уççисене харăсах 10 специалист илнĕ: медицина ĕçченĕсем, учительсем тата участковăй уполномоченнăй. Çавăн пекех çак программăна Куславккапа Тăвай округĕсенче те пурнăçа кĕртнĕ, вĕсенчи специалистсем хваттерлĕ пулнă.
ЧР ПА пресс-служби
