Вăрмар округĕнче Индустри паркĕ пулĕ
Юнкун Вăрмар округĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов пулчĕç.
Чăваш Ен вице-премьерĕ Владимир Степанов ĕçлĕ çул-çÿреве Вăрмарти промышленноç продукцийĕ туса кăларакан «АкваПром» тата «Русские насосы» предприятисенчен пуçларĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Василий Шигильдеевпа пĕрле кунти производство ĕçĕпе паллашрĕ. «Аквапром» — паянхи кун вырăнти промышленноç аталанăвĕнче çирĕппĕн малта пыракан предприяти. Çулсеренех заводра 400 пине яхăн гидроаккумуляторпа сарăлакан пичкесем туса кăлараççĕ. Вăрмар рабочийĕсем туса хатĕрлекен продукци республика тулашĕнчен чылай аякри регионсене саланать, ăна Узбекистан, Казахстан, Беларуç республикисенчи партнерсем те хапăлласа туянаççĕ. Предприятисенчи уйăхри ĕç укçи 45 пин тенкĕрен пуçланать, сварщиксем 100 пин тенкĕне яхăн илеççĕ.
Василий Шигильдеев вице-премьера «АкваПром» тата «Русские насосы» заводсен никĕсĕ çинче Индустри паркĕ туса хумалли пысăк пĕлтерĕшлĕ проектпа паллаштарчĕ. «Кунта чăн-чăн ÿсĕм вырăнĕ пулĕ. Эпир проекта 14 инвестици пуçарулăхне кĕртрĕмĕр. Кунта машиностроени, тимĕрпе тарăннăн ĕçлесси, паянхи йышши строительство материалĕсем туса кăларасси валли те вырăн пулĕ. Тĕп вырăнта - çĕнĕлĕхсем, эпир промышленноçа автоматизацилесси тата импорта улăштарасси çине пусăм тăватпăр. Инвесторсене кадрсем кирлĕ. Кадрсен тытăмне мĕн пуçламăшĕнчен тытăнса хамăр патĕнчех хатĕрлеме палăртатпăр — вĕрентÿ, практика ирттерсе», - палăртнă Василий Шигильдеев. Индустри паркне туса хурассипе ĕçсем пыраççĕ. Вăрмар округĕн мастер-планне, пулас Индустри паркĕн проектне хатĕрленĕ. Инвесторсем Индустри паркĕн мастер-планĕшĕн тÿлесе хунă. Промышленноç объекчĕсен строительстви валли укçа-тенкĕ илме кăçалхи апрель уйăхĕнче Раççей Экономика аталанăвĕн министерствине заявка пама палăртнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, заявкăри укçа-тенкĕ сумми 600 миллион тенкĕрен те иртет, унсăр пуçне инвесторсен укçи-тенки — 170 миллиона яхăн. Хальхи вăхăтра пулас Индустри паркĕн ертсе пыракан компанийĕ ĕçлет.
«Тухăçлă регион» проектпа килĕшÿллĕн компетенцисен центрне туса хума йышăннă. Хальхи вăхăтра пурнăçри пур сферăра та — муниципалитетри предприятисенче те, муниципалитета ертсе пырассипе те ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе курăмлă улшăнусем тумалла. «АкваПром» предприяти никĕсĕ çинчи вĕрентÿ кластерĕ шайĕнче перекетлĕ производство енĕпе лаборатори туса хурассипе ĕçлеççĕ. 2026 çул Вăрмар округĕнче Тухăçлă управлени тата перекетлĕ производство çулталăкĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Владимир Степанов Вăрмар округĕнче Индустри паркĕ туса хумалли проекта ырласа йышăнчĕ, унăн пуласлăхĕ иккĕлентермессине палăртрĕ.
Вăрмар округĕнче вĕрентÿ кластерĕ йĕркеленет
Чăваш Ен вице-премьерĕ Владимир Степанов Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкула та çитсе курчĕ. Владимир Геннадьевич — çак шкулăн выпускникĕ. Тăван шкул паянхи кун мĕнле аталанса пыни уншăн уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Шкулти агрокласпа паллашрĕ вăл, учительсемпе калаçрĕ. Ĕçлĕ визитăн тĕп тĕллевĕ – муниципалитет аталанăвĕшĕн курăмлă вĕрентÿ кластерне туса хурас ыйту пулчĕ. Шкулта ку енĕпе Владимир Степанов канашлу ирттерчĕ.
Экономика ăнăçлă аталанса пытăр тесессĕн квалификациллĕ кадрсем кирлĕ. Çак тĕллевпе Вăрмар округĕнче Чăваш Енри виçĕ аслă вĕрентÿ заведенийĕсен /Чăваш патшалăх аграри университечĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ/ представительствине туса хума йышăннă. Çавăн пекех Шупашкарти Электромеханика колледжĕ те çак ĕçе хутшăнма кăмăл тунă. Ректорсемпе пĕрле вĕрентессипе, практика тухассипе, пĕтĕмĕшле çыхăнса ĕçлессипе ятарлă концепци хатĕрленĕ. Тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе чылай ĕçленĕ май Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкула Раççейри ăслăлăх академийĕн шкулĕн статусне панă. Çапла майпа Вăрмар округĕнче муниципалитет экономики валли кадрсем хатĕрлекен вĕрентÿ кластерĕ йĕркеленет.
Владимир Геннадьевич канашлу вăхăтĕнче тĕрлĕ шухăшсене, сĕнÿсене итлерĕ, пĕтĕмлетнĕ май округра вĕрентÿ кластерĕн ĕçне малалла аталантарас енĕпе ĕçлессипе ятарлă çул-йĕр карттине хатĕрлеме ыйтрĕ.
Пĕрлĕхре вăй хурсан ăнăçу пулатех
Çав кунах Вăрмар поселокĕнчи Культура çуртĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн 2025 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе, 2026 çулхи задачисене палăртассипе анлă канашлу пулчĕ.
Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Владимир Степанов, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов тата депутачĕсем, округри территори пайĕсен начальникĕсем, округ администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, тĕрлĕ организацисемпе учрежденисен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен руководителĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Тĕп докладпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тухса калаçрĕ. Василий Викторович палăртнă тăрăх, Вăрмар округĕнче экономика енĕпе те, инфратытăм енĕпе те кăтартусем курăмлă. Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне кĕмен организацисен çаврăнăшĕ 2025 çулта 6,3% ÿснĕ /1 млрд та 188 млн та 700 пин тенкĕ/. 2025 çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх, çак кăтартупа Вăрмар округĕ Чăваш Республикинче 15-мĕш вырăнта тăрать.
Экономикăн промышленноç секторĕ активлă аталанать. 2025 çулта предприятисем 930,3 млн тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Юлашки çулсенче Вăрмарти предприятисем продукци туса кăларассипе республикăри промышленноç предприятийĕсем хушшинче ÿсĕмпе палăрса тăраççĕ. Инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2025 çулта 400 млн ытла тенкĕпе танлашнă /е 2024 çулхи шайран — 105,0%/. 260 млн ытла тенкĕлĕх 20 ытла коммерциллĕ инвестици проектне пурнăçланă.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен пĕрлехи реестрĕпе килĕшÿллĕн ÿсĕм 2024 çулхи шайран 109% çитнĕ. Ку сферăра икĕ пин ытла çын вăй хурать. Вак тата вăтам предприятисем туса кăларса ăсатнă таварсен, вĕсем пурнăçланă пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ 995 млн тенкĕпе танлашнă /2024 çулхи шайран — 101%/.
2025 çулта 2,21 млрд тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ /2024 çулхи шайран — 104,7%/. 5 çул хушшинче 700 млн ытла тенкĕлĕх 270 единица ытла ял хуçалăх техники туяннă.
Иртсе кайнă 5 çулта 169 млн ытла тенкĕлĕх 207 пуçарулăх проектне пурнăçланă /автоçулсен, шыв пăрăхĕсен сечĕсен юсавĕ, тарасасем чавасси, ача-пăча площадкисем тăвасси тата ытти те\. 2026 çулта 86,0 млн ытла тенкĕлĕх 51 проект пурнăçлама планланă.
2025 çулта 7198 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă /2024 çулхи шайран — 112,7%/. Вĕрентÿ сфери пирки калас пулсан, пилĕк çул хушшинче 12 объекта 382 млн ытла тенкĕлĕх тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Округри аграрисем пулăшнипе 2024-2025 вĕренÿ çулĕнче шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче пуринче те агролабораторисем уçнă.
Культура сфери çĕнелет. 2025 çулта Кивĕ Вăрмарта 150 вырăнлăх культура çурчĕн строительствине пурнăçланă. Паттипе Хуруй ялĕсенче модульлĕ çĕнĕ клубсем хăпартнă. Вăрмарти тĕп библиотекăна 13,9 млн тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Мăнçырмари, Тикашри, Пинерти клубсене 11,8 млн тенкĕлĕх юсаса çĕнетнĕ. Чулкасра модельлĕ библиотека уçăлнă. Кăçал Кĕлкешре 72 вырăнлăх культура çурчĕн строительствине пурнăçлама тата Пинерти культура çурчĕн юсавне вĕçлеме планланă. Сывлăх сыхлавĕн сфери пирки: поликлиникăра, ача-пăча консультацийĕнче тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçланă, çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă, 5 çĕнĕ модульлĕ ФАП хăпартнă.
Малашлăх тĕллевĕсем пысăк — экономикăри инвестицисене 3 хут, халăхăн тупăшне 1,5 хут ÿстересшĕн, ĕçсĕрлĕх шайне 0% çитересшĕн. «АкваПром» тата «Русские насосы» предприятисен базинче Индустри паркĕн строительствине пурнăçлама палăртнă. Кунта промышленноç продукцийĕ туса кăларассипе ĕçлĕç.
Экономикăна аталантарма кадрсем кирлĕ, çавăнпа Вăрмар округĕнче республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсен представительствисем уçăлаççĕ. 2026 çулта уйрăм техникум та уçма палăртнă. Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул Раççей ăслăлăхсен академийĕн никĕсĕнчи шкул статусне тивĕçнĕ. Çапла майпа муниципалитетра вĕрентÿ кластерĕ йĕркеленет.
Халăха пурăнмалли хăтлă условисемпе тивĕçтерессипе ытти пысăк проектсем те пурнăçлама планланă, халĕ инвестицисене илĕртессипе ĕçлеççĕ.
Василий Викторович Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тата республика Правительствине, округра пурăнакансене, ĕçлĕ коллективсене, депутатсемпе руководительсене пĕрлĕхре вăй хунăшăн тав турĕ, малашне те ăнăçуллă ĕçлесе пырасса шаннине каларĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов та сăмах илчĕ. Вăл Вăрмар округĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине пурнăçлас тĕлĕшпе депутатсен корпусĕ тата округ администрацийĕ мĕнле çыхăнса ĕçлени пирки каласа пачĕ, «вăрттăн экономикăпа» кĕрешес ыйтăва хускатрĕ.
Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Владимир Степанов пĕтĕмлетрĕ. Вăл, Вăрмар çĕрĕ çинче ÿссĕ çитĕннĕскер, тăван тăрăха килсе çÿреме яланах кăмăллă пулнине, ÿсĕмсемшĕн, лайăх кăтартусемшĕн савăннине палăртрĕ. Паллах, пухăннисен ун патне ыйтусем чылай пулчĕç, çав шутра медицина аталанăвĕ пирки те. Владимир Геннадьевич çирĕплетсе каларĕ: Вăрмар больницин территорийĕнче çĕнĕ сиплев корпусĕн строительстви пурнăçланатех, васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн строительстви те пулĕ.
Мероприяти чыславпа вĕçленчĕ. Вăрмар округĕн уйрăмах пултаруллă çамрăкĕсем ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулса тăнине çирĕплетекен ятарлă свидетельствăсене тивĕçрĕç.
Эвелина Михайлова, Ирина ДАНИЛОВА
