9xWhGWsgyofHThmEr65Bptjd MPH3UGX g RFnAvbofkvjgCG8 l83FZtizh5Wny dOlEidLFPm9wcIqX8 00 f

Çуркуннехи чи пĕрремĕш уяв — Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне Шăплат ялĕнчи культура çуртĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Çак ялтан ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсене — Людмила Яковлевăна, Людмила Смирновăна, Галина Осиповăна, Ирина Андреевăна, Татьяна Прокопьевăна — праçник ячĕпе саламласа чысларĕç.

Праçнике пухăннисен умĕнче ăшă сăмахсемпе Энтриялĕнчи территори пайĕн начальникĕ Игорь Яковлев тухса калаçрĕ. Шăплат ялĕнчен ятарлă çар операцине 5 салтак хутшăннине палăрт­са вĕсем пурте çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине каларĕ.

«Сирĕн ывăлăрсем — чăн-чăн паттăрсем! Çывăх çыннисемпе тăванĕсемшĕн кăна мар, Вăрмар округĕнче пурăнакан кашни çыншăн та. Тавах сире вĕсене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕшĕн», — терĕ Игорь Александрович салтаксен амăшĕсене. Уяв ячĕпе ырлăх-сывлăх, телей, ывăлĕсене тĕрĕс-тĕкел тата Çĕнтерÿпе часрах кĕтсе илме сунчĕ, илемлĕ чечек çыххисем тата парне сертификачĕсем парса савăнтарчĕ.

Шăплат ял ачисем, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта пĕлÿ илекенскерсем, мероприятие хутшăнакансене чăн-чăн концерт лартса пачĕç. Илемлĕ юрăсем те юрларĕç вĕсем, хастаррăн ташларĕç те, кашнин кăмăлне çĕклерĕç. Куракансене уйрăмах «Морячка» ташă тыткăнларĕ.

Концерт хыççăн вара культура çурчĕн заведующийĕ Венера Иванова салтаксен амăшĕсене тулли сĕтел хушшине йыхравларĕ, вĕри чейпе сăйларĕ. Чылайччен калаçса ларчĕç хĕрарăмсем, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕр-пĕрне уçса пачĕç, пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç, лайăххине кăна шанса кăмăлĕсене лăплантарчĕç.

Эпир, салтаксен амăшĕсем, пире хисеплесе çакăн пек уяв йĕркелесе панăшăн савăнатпăр тата тав тăватпăр, мĕншĕн тесен ырă сăмах тата тимлĕх чĕресене ăшăтать.

Людмила ЯКОВЛЕВА

Шăплат ялĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика