Пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Астăвăм сачĕ» акцие 2026 çулта Аслă Отечественнăй вăрçăн тата ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халаллаççĕ. Кун пирки Раççейри вăрман хуçалăхĕн федераллă агентствин руководителĕн заместителĕ А.Панфилов пĕлтернĕ. Акци мартăн 18-мĕшĕнче Крымра тата Севастопольте старт илнĕ.

Акцие кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче пуçĕсене хунă асаттемĕрсемпе мăн асаттемĕрсене кăна мар, хальхи вăхăтра СВОра паттăррăн çа­пăçакан салтаксене те халаллатпăр. Акци Раççейре кăна мар, 80 ытла çĕршывра пурăнакансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă», — тенĕ А.Панфилов.

Крым тата Севастополь Раç­çей йышне кĕнĕ кун, мартăн 18-мĕшĕнче, пуçланнă акци çур­кун­не çитнĕ май пĕтĕм çĕршывĕпех пулса иртĕ. Июнĕн 22-мĕшĕнче ва­ра Мускавра вĕçленĕ.

Пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Астăвăм сачĕ» акци РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе 2020 çултанпа пурнăçланать. Акци тĕллевĕ — Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ 27 млн çынна асăнса 27 млн йывăç лартасси.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика