Ятарлă çар операцийĕ

Пуçтарчĕ тĕрлĕ нацие.

Чун-чĕре пит кулянать,

Сăлтав, паллах, тупăнать.

Тĕрлĕ шухăшсем пуçра

Вылянаççĕ кун-каçа.

Ĕмĕр кĕске пурнăçра —

Пулăпăр-ши канăçра?

Пĕтĕм халăх тăрăшать

Салтаксене пулăшма.

Тĕрлĕ майлă ăсталать

Тетелне хÿтлĕх пама.

Çутатма та ăшăтма

Çуртасем ăсталама,

Ĕç хатĕрĕ туянма

Нухрат тивет пуçтарма.

Пĕрене, хăма, пăта

Кирлĕ вĕсене тата.

Блиндажпа окоп — хÿтлĕх,

Йĕпхÿрен кăштах канлĕх.

Çичĕ юта çĕнтерме

Тем те кирлĕ çав çумра.

Пуçа йывăр çĕклеме,

Алхасать «çăхан» умра.

Кĕмĕл ÿсĕмри çынсем —

Хастар тыл ĕçченĕсем

Пĕр тĕвве чăмăртаннă,

Пулăшма сăмах панă.

Хуларан та килнисем

Айккине юлман тăрса.

Канмалли кун ачасем

Пулăшаççĕ тăрăшса.

Çак ĕçе йĕркеленĕ

Хастар Вăрмар пикисем.

Халăха та вĕрентнĕ

Çыхма сыхлав тетелсем.

Кирлĕ çав тери вĕсем

Упрама салтаксене.

Аякран вĕçсе килеççĕ

Ăшă тав çырăвĕсем.

Тăван çĕре упрама

Патшалăх тĕллев лартать.

Çĕнтерĕве çывхартма

Турра халăх кĕл тăвать.

Вăрмар поселокĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика