gJAcPHJjnjMjASzwjF6KPSpkGMpgiYpiU EuAyoRkxoftgC3CxLUb1 wCyo8oCg 5 9tA2z QHp J6EbPZVmSpu«Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕн «АПК кадрĕсем» федераллă проекчĕн тĕллевĕ — аграри отраслĕнчи кадрсен ыйтăвне татса парасси. «АПК кадрĕсем» федераллă проект шайĕнче Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çак вĕренÿ çулĕнчен агротехнологи класĕ хăйĕн ĕçне пурнăçлать.

Агротехнологи класĕнче шкул ачисем профильлĕ дисциплинăсемпе — биологипе, химипе, математикăпа тата физикăпа — тарăн пĕлÿ илеççĕ, çавăн пекех хальхи саманари агропромышленноç комплексĕн тĕп специальноçĕсенчен пĕрин — агроинженерин — никĕсĕсемпе паллашаççĕ.

Паянхи кун аграри отрасльне кадрсемпе тивĕçтерес енĕпе тулли тытăм йĕркеленет, агрокласс вара — шкул ачине хăйĕн пулас профессине суйлама тата тĕрĕс йышăну тума пулăшакан пĕрремĕш утăм пулса тăрать. Тепĕр тапхăрĕ — ял хуçалăх таварĕсен производителĕпе тĕллевлĕ килĕшÿ туса профильлĕ пĕлÿ илесси, унтан предприятие ĕçлеме таврăнасси.

Программа шайĕнче ачасем агрокласс кабинетĕнче ятарлă тренажер-стимуляторсем çинче вĕренме пултараççĕ. Çак хатĕрсем ял хуçалăх техникин /трактор тата комбайн\ ĕçне имитацилеççĕ, руль умне ларса транспортпа çÿреме вĕрентеççĕ, виртуаллă хутлăхра ятарлă хăнăхтарусем тума май параççĕ. Çавăн пекех кабинетра 3D-принтер пур. Унпа усă курса ачасем пластике сийĕн-сийĕн ирĕл­терсе калăпăшлă объектсем ăсталаççĕ.

Хальхи йышши агроклассем рынокра ĕçлекен чăн хуçалăхсемпе çирĕп çыхăну тытма, çĕнĕ технологисене алла илсе хăйсен пĕлĕвне практика урлă кăтартма пултаракан кадрсене хатĕрлеме пулăшаççĕ.

Константин ВАСИЛЬЕВ, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул директорĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика