IMG 3873IMG 3882IMG 3869

2025 çула РФ Президенчĕн В.Путинăн Хушăвĕпе Раççейре «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ», ЧР Пуçлăхĕн О.Николаевăн Хушăвĕпе Чăваш Енре «Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ» тесе палăртнă пулнă. Çакна тĕпе хурса, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин пулăшнипе «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ хаçата вулакансем хушшинче 2025 çулта «Аслă Çĕнтерĕве — 80 çул. СВО: Эпир çĕнтеретпĕрех» литературăпа публицистика конкурсĕ ирттерчĕ.

Конкурса пĕтĕмлетнĕ май йĕркелÿ комитечĕ çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. 1-мĕш вырăна Василий Егорович Цыфаркин çĕнсе илчĕ. 2-мĕш вырăна Надежда Васильевна Николаева-Таявась тухрĕ. 3-мĕш вырăна Регина Захаровна Егорова йышăнчĕ.

Конкурсра мала тухнă авторсене иртнĕ кунсенче редакци тĕпелне йыхравласа савăнăçлă лару-тăрура чысларăмăр. Кашниех конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнине çирĕплетекен грамотăна тата укçан премие тивĕçрĕ. Саламлатпăр! Малашне те пултарулăх анинче ăнăçу сунатпăр!

Йĕркелÿ комитечĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика