Шупашкарта иртнĕ «Кăтарту пур» форумра Чăваш Ен Правительствипе «Единая Россия» партин пĕрлехи пилĕк çуллăхри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерÿ тунă май, Халăх программин çĕнĕ проектне йышăнассине пăхса тухнă. Çынсен пуçаруллă шухăшĕсене тĕпе хурса, вĕсене çитес вăхăтсенче пурнăçа кĕртсе пырасси пирки канашланă.
Ларăва пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Единая Россия» тата влаç органĕсенче вăй хуракансем пĕрне-пĕри пулăшса, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлесе пынине каланă.
«Пилĕк çулхи ĕç кăтартăвĕсем пĕрлехи ĕçсене кăтартса параççĕ. Регионта 3 пин çухрăмшар çул-йĕрсем сарса хута янă. 25 кĕпер хывнă, М-12 федераци шайĕнчи трассăна хута янă. Обществăлла вырăнсене те сахал мар тирпей-илем кĕртнĕ, вĕсен шучĕ 200-тен иртсе кайнă. Экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе те регионта курăмлă ĕçлесе пыни куç кĕретех. Раççейре ыттисемпе танлаштарсан пирĕн республика малта пыракансенчен пĕри пулса тăрать. Промышленноç тытăмĕн хăвачĕ вăйланса пырать. Асăннă тытăма витĕм кÿресси те çулран-çул ÿссех пырать, кăтарту 27 миллиард тенкĕне çитнĕ. Таварсене тирпейлесе кăларассин калăпăшĕ икĕ хут ÿсни те çакнах çирĕплетсе парать. Медицина, вĕрентÿпе культура пайĕсем вăй илсе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. 110 спорт объектне хута янă, тĕслĕхлĕ вулавăшсен шучĕ 40 танлашнă. Çурт-йĕр тăвассипе те курăмлă ĕçлет республика. 4,5 млн тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута янă. Палăртма кăмăллă, 90 пин çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. 14 ача сачĕ тата 10 çĕнĕ шкул хăпартса лартнă. Çак ĕçсем пĕтĕмпе Чăваш Енри ĕç ушкăнĕпе «Единая Россия» парти пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса килĕштерсе ĕçленине кăтартса параççĕ», – тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Çитĕнÿсен йышĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин палăртнă Хушусене пурнăçа кĕртсе тунă кăтартусем тĕп приоритетсем пулса тăраççĕ. Халăх ыйтăвĕсене шута илсе сахал мар ĕç пурнăçланă. 400 йышăнăва тунă чухне, вĕсене пĕтĕмпех наци проекчĕсемпе тÿр килтернĕ. Раççейре пурăнакан 2,5 млн çыннăн сĕнĕвне тата Чăваш Енри 62 пин халăх шухăшне тарăн пăхса тухса кирлĕ пек йышăну туса хăварнă. Ларура кашни хăйĕн шухăшне пĕлтерме пултарнă, чылай çитĕнĕве пĕрле пăхса тухса, малалла та килĕштерсе ĕçлесси пирки канашланă.
Çитĕнÿ, паллах, финанс енчен вăхăтра пулăшу панипе те тÿр килет. Укçа-тенкĕне вăхăтра куçарса пани объектсене графикпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кÿрет. Кун пирки тепĕр хут çирĕплетсе каланă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов. Халăх программи чăнласах та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут палăртнă вăл. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев витĕм кÿнине кура регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикине Комплекслă аталантарса пымалли пысăк документра та сахал мар проекта кĕртсе хăварнă. Депутатсен тĕрĕслевĕ, объектсенче йĕркене пăхăнса пыма хистет. Çитĕнÿ те çук мар, кашни палăртса хунă социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене регионта вăхăтра туллин хута ярса пыни те çакнах çирĕплетет.
ЧР ПА пресс-служби
