Мартăн 13-мĕшĕнче иртнĕ «Кăтарту пур!» форум­ра Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевăпа тата «Единая Россия» партин «Çирĕп çемье», «Сывă пуласлăх», «Хĕрарăмсен юхăмĕ», «Аслă ăру», «Мирлĕ пурнăçа утăм» проекчĕсене пĕрлештерсе тăракан «Сывă çемье» ушкăн членĕсемпе туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, çавăн пекех партин çĕнетнĕ Халăх программине кĕртмелли сĕнÿсене хатĕрленĕ. Программăна Чăваш Енре пурăнакансен сĕнĕвĕсенчен хатĕрленĕ, шăпах çак шухăшсем парти ĕçĕнче тĕп вырăн йышăнаççĕ. Халăх прог­раммин тĕллевĕ — кашни çынна илтесси тата итлеме пĕлесси, пуласлăха çынсемпе пĕрле йĕркелесси, кашни çынна хăйĕн шухăшне пĕлтерме май туса парасси тата ытти те.

Лариса Тарасова палăртнă тăрăх, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ вăйлă тата меллĕ пулмасан çемьене пулăшасси пулмасть. Шăпах çавăнпа Чăваш Енре «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕ пурнăçланать, республикăра çак проектăн кураторĕ — регионти сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика