Иртнĕ кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕнче пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртрĕ.
Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев çамрăк çемьесене социаллă тÿлев илме май паракан свидетельствăсем парса савăнтарчĕ. Çак хаклă документ харпăр хăй çуртлă е хваттерлĕ пулас текен çамрăксене ĕмĕтне часрах пурнăçлама май парать. «Ку свидетельствăсем сирĕн пулас хăтлă кил-çуртăн пуçламăшĕ пулччăр», - ырă сунса каланă çамрăксене Василий Шигильдеев. Свидетельствăсен телейлĕ хуçисен йышĕнче Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Татьяна Юрьевнăпа Руслан Владимирович Игнатьевсен нумай ачаллă çемйи те пулчĕ. Туслă çемьере 3 ывăл çитĕнет: 8 çулти Тимур, 6 çулти Роман, 11 уйăхри Динар. Виçĕ ача амăшĕ халĕ декретлă отпускра, аслă ывăлĕсене тĕрлĕ кружоксемпе секцисене илсе çÿрет, хăйне йăлтах çемьене халалланă. Декретчен вара Татьяна «Движение первых» юхăмăн Вăрмар муниципаллă округĕнчи ĕçне йĕркелесе пыракан специалист пулса тăрăшнă. Татьяна Юрьевна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренсе пуçламăш класс ачисене вĕрентекен педагог профессине алла илнĕ. Çемье пуçлăхĕ Руслан Владимирович Шупашкарти «ДОРИСС» ПАО-ра экскаватор машинисчĕ пулса ĕçлет. Руслан Владимирович ĕçленĕ вăхăтрах Чăваш патшалăх аграри академийĕнче куçăмсăр майпа çĕр çийĕн çÿрекен транспортăн инженерне вĕренет, юлашки курсра.
Пĕр-пĕрне юратакан мăшăр ачисене тимлĕх, юрату, чун ăшши парнелесе телейлĕ, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн тăрăшать. Çемье пысăкланнă май свидетельствăпа усă курса Игнатьевсем Вăрмар поселокĕнче хваттер туянса пурăнмалли условисене лайăхлатасшăн.
Эвелина МИХАЙЛОВА
