IMG 4120

Паян Вăрмар округĕнче пысăк мероприяти — Чăваш Республикинчи хула тата муниципаллă округсен пуçлăхĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Вăрмар çĕрĕ çинче пуçтарăннă хуласемпе округсен пуçлăхĕсем умĕнче чи малтанах Чăваш Республикин Администрацийĕн руководителĕ Вячеслав Борисов сăмах илчĕ, пĕрле çыхăнса ĕçлемелли малашнехи çул-йĕре палăртрĕ. Сумлă йыш округри тухăçлă ĕçлесен пыракан «Аквапром» предприятийĕнчи производство ĕçĕпе паллашрĕ. Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев çак завод шайĕнче çывăх вăхăтсенче индустриаллă парк туса хумалли проект пирки каласа пачĕ. Семинар-канашлура çавăн пекех «Аквапром» предприяти никĕсĕ çинче перекетлĕ производство тата управлени тытăмне тухăçлă вăя кĕртесси пирки калаçнă.

Чĕмпĕртен килнĕ специалистсем хула тата округсен пуçлăхĕсемпе «Муниципалитетсем хушшинчи проектсем тата стратеги аталанăвĕ» темăпа тренинг ирттернĕ. Тренинг вăхăтĕнче кашни пуçлăх хăйĕн территори аталанăвĕпе паллаштарнă. Тĕслĕхрен, Муркаш округĕ çырла, Патăрьел округĕ севок сухан, Вăрнар хăмла ÿстерессипе палăраççĕ. Пуçлăхсене канăçсăрлантаракан ыйтусем те пĕрешкелех, ку вăл - çул-йĕр строительстви, кадрсем çитменни, ача çураласлăхĕ чакни тата ытти те. Чылай тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç семинар вăхăтĕнче.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика