Вăрмар округĕнче наркотике хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Олег Кошельков ертсе пычĕ. Ларăва Вăрмар округĕнчи территори пайĕсен, Вăрмарти тĕп больницăн, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн представителĕсем хутшăнчĕç.
Вĕсем виçĕ тĕп ыйтăва пăхса тухрĕç: Вăрмар округĕн территорийĕнче 2025 çулта наркоманипе çыхăннă лару-тăру мĕнлерех пулни тата унпа кĕрешмелли мерăсем; 2025 çулта наркотике хирĕç кĕрешсе мĕнле мероприятисем ирттерни; Раççейри наркотике хирĕçле политикăн 2030 çулчченхи Стратегийĕ Вăрмар округĕнче мĕнле пурнăçланни.
Пухăннисен умĕнче хăйсен доклачĕсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Олег Кошельков, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн полици начальникĕ Михаил Федоров, Вăрмарти тĕп больницăн тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Александра Филиппова тухса калаçрĕç.
Наркомани — хăрушă чир, çавăнпа ăна хирĕç кĕрешессине Вăрмар округĕнче пысăк тимлĕх уйăраççĕ, халăха, ытларах çамрăксене, сывă пурнăç йĕркине явăçтарассипе тĕрлĕ мероприятисемпе акцисем, шкулсенче наркотик сиенĕ пирки калаçусем ирттереççĕ, буклетсемпе брошюрăсем салатаççĕ тата ытти те. Сăмахран, апрелĕн 6-15-мĕшĕсенче Вăрмар округĕнче, пĕтĕм çĕршыври пекех, «Таса ăру» оперативлă-профилактикăллă операци ирттерме хатĕрленеççĕ.
2025 çул вĕçĕнчи даннăйсем тăрăх, Вăрмарти тĕп больницăри нарколог-тухтăр патĕнче наркотик серепине лекнĕ пĕр çын учетра тăрать. Çавăн пекех виçĕ çынна суд йышăнăвĕпе тимлесе тăраççĕ, вĕсен наркомани чирне палăртмалли диагностика витĕр тухмалла.
Ларăва хутшăнакансем наркотике хирĕç кĕрешес ĕçре профилактика енĕпе ытларах тăрăшмаллине палăртрĕç. Библиотекăсенче, культура çурчĕсенче, шкулсенче ку ĕçе тата пысăкрах тимлĕх уйăрмалла тесе йышăнчĕç.
Ирина ДАНИЛОВА
