JNjEiwum56URAgpQSLQeusXqSYMGjDCpGobs6dVrQRD4CKxFSEfWiKxs2ZZ7SAL2 8mXIrmDy1gfuJytya0exW8tÇулсерен мартăн 25-мĕшĕнче Раççейре Культура ĕçченĕн кунĕ иртет. Ку професси уявне РФ Президенчĕн Хушăвĕпе 2007 çулта йĕркелесе янă. Культура ĕçченĕн кунне музейсен, театрсен, библиотекăсен сотрудникĕсем, искусство ĕçченĕсем, культура çурчĕсен тата творчество профессийĕсен ĕçченĕсем паллă тăваççĕ. Вĕсем пурте çĕршывăн еткерлĕхне упраса хăварассипе пысăк ĕç туса пыраççĕ.

Уяв кунĕнче Вăрмар районĕнчи культура çуртĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта Вăрмар муниципаллă округĕн культура ĕçченĕсене чысларĕç.

Ăшă саламлă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов тухса калаçрĕç. Уява пухăннисене хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçланăшăн, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн, Вăрмар округĕн культура пурнăçне пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕç. Малалла та иксĕлми хавхаланупа ĕçлеме, мĕн шутланине пурнăçлама, кашни ĕç кунĕпе савăнма тата суйланă профессипе мăнаçланма сунчĕç.

Ольга МИХАЙЛОВА, Вăрмарти культура çурчĕн директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика