Вăрмар округĕнче пысăк мероприяти — Чăваш Республикинчи хула тата муниципаллă округсен пуçлăхĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ.

0UYOKQGjCQW9lsUdqtB3gI ebxw6BTiOvHdQ0dtAhRzWTvUOOheZBUkj6wNhXW2s9T4chuw3ohrJGGzUe6FJPLmkВăрмар çĕрĕ çинче пуçтарăннă пуçлăхсем умĕнче чи малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн руководителĕ Вячеслав Борисов сăмах илчĕ, пĕрле çыхăнса ĕçлемелли малашнехи çул-йĕре палăртрĕ. Çавăн пекех семинарта «Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕ» Ассоциацин ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов та хутшăнчĕ. Сумлă йыш округри тухăçлă ĕçлесе пыракан «Аквапром» предприятинчи производство ĕçĕпе паллашрĕ. Паянхи кун вырăнти промышленноç аталанăвĕнче çирĕппĕн малта пыракан предприятире çулсеренех 400 пине яхăн гидроаккумуляторпа сарăлакан пичкесем туса кăлараççĕ. Вăрмар рабочийĕсем туса хатĕрлекен продукци республика тулашĕнчен чылай аякри регионсене саланать, ăна Узбекистан, Казахстан, Беларуç республикисенчи партнерсем те хапăлласа туянаççĕ. Кунта чăн-чăн ÿсĕм вырăнĕ пулĕ. Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев çак завод ша­йĕн­че çывăх вăхăтсенче индустриаллă парк туса хумалли проект пирки каласа пачĕ. Проекта 14 инвес­тици пуçарулăхне кĕртнĕ. Кунта машиностроени, тимĕрпе тарăннăн ĕçлесси, паянхи йышши строительство материалĕсем туса кăларасси валли те вырăн пулĕ. Промышленноçа автоматизацилесси тата импорта улăштарасси çине пусăм тума палăртнă. Семинар-канашлура çавăн пекех «Аквапром» предприя­ти никĕсĕ çинче перекетлĕ производство тата управлени тытăмне тухăçлă вăя кĕртесси пирки калаçнă.Cp0y mh5q8x rfNokWKRRojTLWJSosKhO9Ex63R KSAwtQ12JhUXtUdAy3xruqlDbikpqSQxsyYR5H3IncXAGZMK

Чăваш Республикинчи терроризма хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссин ĕçне тытса пыракан пай начальникĕ Евгений Терешин муниципаллă округсенчи ĕçе еплерех йĕркелени пирки каласа панă.

Чĕмпĕртен килнĕ специалистсем хула тата округсен пуçлăхĕсемпе «Муниципалитетсем хушшинчи проектсем тата стратеги аталанăвĕ» темăпа тренинг ирттернĕ. Тренинг вăхăтĕнче кашни пуçлăх хăйĕн территорийĕн аталанăвĕ­пе паллаштарнă. Тĕслĕхрен, Муркаш округĕ çырла, Патăрьел округĕ севок сухан, Вăрнар округĕ хăмла ÿстерессипе палăраççĕ. Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев вара хупă производство циклĕпе ĕçлекен «Аквапром» предприяти никĕсĕ çинче индустриаллă парк туса хумалли проект çинчен каласа пачĕ. Производствăра мĕн кирлине, мембранăсемсĕр пуçне, йăлтах предприятире çакăнтах туса кăлараççĕ. Çавăн пекех вăл округăн логистика аталанăвĕпе çыхăннă планĕсемпе те паллаштарчĕ. Тренинг вăхăтĕнче пуçлăхсене канăçсăрлантаракан ыйтусем те пĕрешкелех пулни палăрчĕ, чылайăшне çул-йĕр строительстви, кадрсем çитменни, ача çураласлăхĕ чакни тата ытти те канăçсăрлантарать.

Унсăр пуçне муниципалитетсемпе хуласен грантсем çĕнсе илмелли конкурссене хутшăнасси пирки те калаçрĕç.

Канашлăвăн малаллахи ĕçлĕ программи Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăсăлчĕ. Сĕтел хушшине вырнаçиччен пуçлăхсем шкулти «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» аллейăра чĕрĕ чечексем хучĕç. Афганистанра, Çурçĕр Кавказра, Украи­нăри ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене хунă Вăрмарти шкулăн выпускникĕсене халалланă мемориал вĕсен чун-чĕрисене хускатрĕ.

2025 çултанпа Вăрмарти шкула Раççейри ăслăлăх академи­йĕн шкулĕн статусне панă. Хальхи вăхăтра кунта вĕрентÿ кластерне йĕркелессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Округра Чăваш Енри виçĕ аслă вĕрентÿ заведенийĕн представительствисене туса хума йышăннă, вĕсен çумне çавăн пекех Шупашкарти электромеханика колледжĕ те хутшăнĕ. Ректорсемпе пĕрле ĕçлемелли концепцине палăртнă, ку вăл — малта пыракан ăсчахсен лекцийĕсем те, студентсем валли производство практики те, çамрăксем регионти вĕрентÿ учрежеднийĕсене çитсе курни те, округа ăсчахсем килни те. Пирĕн округра уйрăм çыннăн техникумне те уçма палăртаççĕ. Çакă çамрăксене çĕнĕ майсем панисĕр пуçне тăван тăрăхăн экономикипе социаллă сферине кадрсемпе тивĕçтерессипе те çул уçĕ. Чылай тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç семинарта.

Пулăмсемпе, тивĕçлĕ йышăнусемпе пуян çак кун спорт мероприятийĕпе вĕçленчĕ. Пуçлăхсем ĕçлĕ костюмĕсене спорт формисемпе улăштарчĕç те мини-футболла вылярĕç. Хĕрсе кайса пĕр-пĕринпе пĕр командăра ăмăртса выляни иртсе кайнă семинарăн тухăçлă финишĕ пулчĕ: пĕр командăра пулсан — хуть те мĕнле стратеги пĕлтерĕш­лĕ тĕллеве те пурнăçлама пулать!

Эвелина МИХАЙЛОВА, Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика