0556db7c0fc2445aa43ca143749a1d77Федерацин монополипе кĕрешекен служби Чăваш Республикинчи ĕçтешĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă. Федераци ведомствин чи лайăх практикăсен пуххине ача-пăча туризмне йĕр­келес тата агропромышленноç комплексне аталантарас сферăра монополипе кĕрешекен ĕç хатĕрĕсем кĕнĕ.

Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа иртнĕ ĕçлĕ тĕлпулура Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри Управленийĕн руководителĕ Валерий Котеев пĕлтернĕ.

Вăл федерацин монополипе кĕрешекен службин 2025 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Предпринимательсен прависене хÿтĕлесси, çĕнĕ практикăсене ĕçе кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă.

«Монополизма хирĕç кĕрешесси кулленех çивĕч ĕçлеме хистет. Раççей Федерацийĕн монополипе кĕрешекен служби пирĕн ĕç-хĕле лайăх хак пани эпир тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет, бизнесра тăрăшакансене, республикăра пурăнакансене те паха условисемпе тивĕçтеретпĕр», — тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Нумай чухне çакна тума республика Правительстви тата федерацин монополипе кĕрешекен служби тухăçлă хутшăнса ĕçлени витĕм кÿрет.

«Ниме - Халăх бюджечĕ» проектăн пысăк малашлăх пур. Вăл пĕчĕк тата вăтам бизнеса пысăк пĕлтерĕшлĕ экономикăпа пулăшассине пĕрлештерет, çакă 2030 çулчченхи конкуренцие аталантарас енĕпе наци проекчĕн тĕллевĕсемпе туллин килĕшсе тăрать», — тенĕ Валерий Котеев.

2025 çулта Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри Управленине 500 ытла ыйту килсе çитнĕ. Управленире ĕçлекенсем 61 административлă ĕç пуçарнă. Тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 18 асăрхаттару панă.

Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри Управленийĕ социаллă пĕл­терĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен /çăкăр, çăмарта, сахăр, кайăк-кĕшĕк какайĕ тата ытти те\ рынокне кулленех тĕрĕслевре тытать. Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿсем кăмăла çĕклеççĕ. Саккунсене пăснă тĕслĕхсем пулман. Апла пулсан, республикăра йĕрке пулни куçкĕрет.

Хаксене тĕрĕслемелли тĕп хатĕр — граждансем «хĕрÿ лини» урлă е çыру çырса заявкăсем хăварни. Специалистсем хаксем ÿснин сăлтавĕсене кулленех тишкереççĕ. Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн руководителĕ Валерий Котеев палăртнă тăрăх, пĕлтĕр республикăра йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулман.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика