IMG 20260421 103428Аслă Çĕнтерĕве 81 çул çитсе пырать. Çавна май Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксен территорийĕсене тасатса тирпейлессипе çĕршывĕпех экологи субботникĕсем иртеççĕ.

Кĕлкеш ял тăрăхне кĕрекен Тупах ялĕнче пурăнакан активистсем те — Нина Николаева, Алина Николаева, Елена Андреева, Любовь Николаева, Татьяна Мерова, Надежда Степанова, Александр Паденьков, Антонина Ванюкова, Валентина Иванова, Альбина Антонова, Рудольф Николаев — çак кунсенче ялта ирттернĕ субботнике хастар хутшăннă. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуçĕсене хунă ентешĕсене халалланă палăк территорине пĕлтĕрхи курăкран, хытхураран, çулçăсенчен, типĕ туратсенчен, çÿп-çапран тасатнă. Пурте тăрăшуллăн ĕçленĕ.

Палăк территорине тирпейлени — вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ăрăва хисепленине тата вĕсене тав тунине пĕлтерекен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пире мирлĕ тÿпе тата ирĕклĕх парнеленĕ паттăрсен ячĕсем яланах асăмăрта упранĕç.

Анна КОЗЕРОВА, Кĕлкешри территори пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика