Çак кунсенче Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта педагогсен тата вĕренекенсен чĕрисенче тарăн йĕр хăварнă тĕлпулу иртрĕ. «Паттăрпа — диалог» мероприяти шайĕнче ачасем чăн-чăн паттăрпа — Кавал шкулĕн выпускникĕпе, ятарлă çар операцийĕн участникĕпе Александр Дмитриевич Девинпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçма пултарчĕç.
Тĕлпулу ăшă та туслă лару-тăрура иртсе кайрĕ. Александр Дмитриевич хăйĕн пурнăç çулĕ, çарти служба, çар опычĕ çинчен, çавăн пекех йывăрлăхсене çĕнтерме, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама пулăшакан хаклăхсем пирки каласа пачĕ. Ачасем вăл каланине тимлĕн тата пысăк интереспа итлерĕç. Салтак шкул ачисен тата вĕрентекенсен ыйтăвĕсене уççăн хуравларĕ, çамрăк ăрăва патриотлăх, яваплăх, Тăван çĕршыва юратнин, ăна хÿтĕлеме хатĕр пулмаллин пĕлтерĕшне ăнлантарчĕ.
Патриотла воспитани ыйтăвне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕç тĕлпулура. Тăван çĕршыва юратни — ахаль сăмахсем мар, вăл общество тата патшалăх ырлăхĕшĕн пурнăçламалли конкретлă ĕçсемпе çыхăннине палăртрĕ Александр Дмитриевич. Ачасене лайăх вĕренме, спортпа туслă пулма, çĕршывăн активлă гражданĕсем пулма, мăн асаттемĕрсен паттăр ĕçĕсене асра тытма чĕнсе каларĕ.
Тĕлпулу вĕçĕнче ачасем Александр Дмитриевича интереслĕ калаçушăн ăшшăн тав турĕç. «Паттăрпа — диалог» мероприяти шкул ачисен пурнăçĕнче паллă пулăм пулса тăчĕ, патриотла воспитани пĕлтерĕшне уçса пачĕ, паттăрлăх Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисен чĕрисенче пурăннине кăтартрĕ. СВО пуçланнăранпах Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн тата хăюллăн пурнăçлакан хамăрăн выпускниксемпе эпир мăнаçланатпăр.
Марина АНТИПОВА, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен
