erВăрмарти Халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта Ача кĕтекен хĕрарăмсен кунне халалласа чуна тыткăнлакан мероприяти иртнĕ. Ăна «Единая Россия» партин «Çирĕп çемье» проекчĕ шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ. «Çирĕп çемье» проектăн тĕл­левĕ — çут тĕнчене çĕнĕ çын парнелеме хатĕрленекен хĕрарăмсене пур енлĕн пулăшасси тата Раççей Федерацийĕнчи пулăшу мерисем пирки информаципе тивĕçтересси.

Социаллă учреждени директорĕ Жанна Дмитриева участниксене ăшшăн кĕтсе илчĕ, ача кĕтекен тапхăра çăмăллăн ирттерме, сывă пепкесем çуратма тата амăшĕн телейне сунчĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче сывлăхпа, социаллă хÿтлĕхпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Елена Чапурина акушер-гинеколог сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, ача кĕтнĕ вăхăтра тĕрĕс апатланасси пирки усăллă сĕнÿсем парса пулăшнă. Раççейри Социаллă фондăн Вăрмарти клиентсемпе ĕçлекен службăн руководителĕ Татьяна Васильева хĕрарăмсене социаллă хÿтлĕх, социаллă тĕрек мерисемпе усă курмалли правасем пирки каласа ăнлантарнă.

«Чувашия Мед» страховани компанийĕн представителĕ Людмила Калягина çамрăк хĕрарăмсене пулăшу кÿмелли темăна малалла тăсса ача çуратнă амăшĕсем ОМС полисĕпе еплерех медицина пулăшăвĕсемпе усă курма пултарни çинчен каласа панă.

Çавăн пекех центр специалисчĕсем çулталăкран пуçласа виçĕ çул таранчченхи ачасене кĕске вăхăтлăха пăхса паракан ушкăн ĕçĕ пирки, пĕчĕк ачасене пăхмалли япаласене вăхăтлăха усă курма паракан пункт çинчен те пĕлтернĕ.

Ольга ЯКОВЛЕВА, культорганизатор

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика