Чупай ял тăрăхне кĕрекен Патти ялĕнче çĕнĕ клуб алăкĕсем савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕç. Мероприятие Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Иванов, Чупайĕнчи территори пайĕн начальникĕ Надежда Алексеева, Федор Егоров ĕç ветеранĕ, ытти хисеплĕ хăнасем, Патти тата Чупай ялĕсенче пурăнакансем хутшăнчĕç.
Çакна палăртмалла: çĕнĕ клуба пуçарулăх бюджечĕн программипе хăпартнă. Вăл кивĕ клуб пулнă вырăнтах — ял халăхĕ хăнăхнă çĕртех вырнаçнă. Ăна мĕнпур нормăсене пăхăнса тунă, блок-модульсенчен хăпартнă, тăррине профнастил витнĕ, хевтесĕр çынсене чăрмавсăр çÿреме клуб алăкĕ умне пандус вырнаçтарнă, запас алăк та пур. Шалта ăшă та çутă, хăтлă, чÿречесем пысăк, урайĕнче линолеум, шыв кĕрет-тухать, электричествăпа хутса ăшăтмалла тунă. 100 тăваткал метр лаптăклă клуба харăсах 70-75 çын вырнаçма пултарать. Залпа сценăсăр пуçне санитари пÿлĕмĕ пур, унта алă çумалли раковина, унитаз лартнă. Сцена çине тухма уйрăм пÿлĕм пур.
Çакăн пек хăтлă та илемлĕ культура çурчĕ уçăлнă ятпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев вырăнти халăха чун-чĕререн саламларĕ, тав турĕ. «Эсир чăннипех те пысăк ĕç пурнăçларăр. Пурте пĕрле кар тăрса унччен пулнă кивĕ клуба сÿтсе тирпейлерĕр. Пуçарулăх бюджечĕн программипе çĕнĕ кльтура вучахĕ хăпарса та ларчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, республика Правительстви яллă вырăнсенче культура çурчĕсем тăвассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ, республика бюджетĕнчен культура тытăмне аталантарма кашни çулах укçа-тенкĕ чылай уйăраççĕ. Малашне те сире ял аталанăвĕшĕн пурте тăрăшса вăй хума çирĕп сывлăх сунатăп», - терĕ Василий Викторович.
Клуба официаллă йĕркепе уçнă ятпа илемлĕ концерт та, чыслав та пулчĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕ строительство ĕçĕсене пурнăçлама тÿпе хывнă активистсене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев Тав çырăвсемпе наградăларĕ.
Зинаида ПАВЛОВА
