Пушарăн хаяр та кăра вăйĕпе кĕрешме, йывăр лару-тăрура çынсен пурнăçне çăлма, тĕрлĕ пурлăхпа çутçанталăк пуянлăхне упраса хăварма паттăр та хăюллă çынсем кăна пултараççĕ. Вĕсем хăрушă самантра пулăшма яланах хатĕр чăн-чăн профессионалсем. Вăрмарти 39 номерлĕ пушарпа çăлав чаçĕнче те маттур та хăюллă сотрудниксем вăй хураççĕ. 46 ĕçчен паянхи кун пушар чаçĕнче, вĕсенчен çурри ытла пайĕн вăтам çул ÿсĕмĕ - 40 çул таранччен. Пушарпа çăлав чаçне тăрăшуллă Роман Евгеньевич Слюнцов ертсе пырать.

Пĕр талăк хушшинчи сменăра 8 çын дежурствăра сыхă тăрать, çак шутра караул начальникĕ, 2 отделени командирĕ, 2 водитель, диспетчер, 2 пушарнăй. Специалистсем вут-çулăм сÿнтерме кăна мар, çул-йĕр çинче пулса иртекен пăтăрмахсене ликвидациленĕ çĕре те васкаса çитеççĕ. Унсăр пуçне граждансене тĕрлĕ инкек-синкекрен, чрезвычайлă лару-тăруран хăтарма та хутшăнаççĕ.

Сăмахран, кăçал çулталăк пуçланнăранпа Вăрмар округĕнче 3 пушар пулнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтра — 8.

Пушар хуралĕн сотрудникĕсем кулленхи ĕç вăхăтĕнче пĕрре те ахаль лармаççĕ, хăйсене физкультура тĕлĕшĕнчен пиçĕхтереççĕ, пушарпа прикладной спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ, шывра ишессипе, йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртаççĕ. Çавăн пекех нормативлă право докуменчĕсене тишкереççĕ.

Вăрмар округĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе вĕрентÿсем ирттереççĕ.пожарные3

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика