«Единая Россия» парти Чăваш Республикинчи предпринимательсене «Предпринимательлĕх» проект шайĕнче тĕрев парать. Ултă çул хушшинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре ĕçлекенсен шайĕ 63,4% ÿснĕ, социаллă предприятисен шайĕ вара — виçĕ хутран та ытларах.
ЧР экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ултă çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен шучĕ 18,7% ÿснĕ. 2025 çулта республикăра 10,2 пин çĕнĕ компани регистрациленĕ — 2020 çултипе танлаштарсан 2 хута яхăн ытларах. Социаллă предприятисен шучĕ 2021 çулта 30 пулнă пулсан, 2025 çул варринче 100-е çитнĕ.
Бизнеса пулăшасси, тĕрев парасси «Единая Россия» партин «Предпринимательлĕх» проекчĕ шайĕнче те пулса пырать. Çавăн пекех регионта ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе вĕсен çемйисене пулăшакан «Хамăрăннисем бизнесра» /«СВОи в бизнесе»\ программа пурнăçланать. Вĕсене консультацисемпе тивĕçтереççĕ, вĕрентеççĕ, харпăр хăй ĕçне пуçласа яма пулăшаççĕ.
ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова палăртнă тăрăх, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленипе тата регион экономики çирĕпленнипе çыхăннă. Унăн сăмахĕсемпе, проект патшалăхпа бизнес хушшинчи хутшăнăва йĕркелеме, предпринимательсене пулăшассипе çыхăннă ăнăçлă практикăсемпе ыттисене паллаштарма пулăшать.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
