Çывăх Хĕвелтухăç çĕршывĕсенчен пĕрин 28 çулти çамрăкне Уголовлă Кодексăн 205.2 статйин 2-мĕш пайĕпе — террор ĕçĕсем тума чĕннĕшĕн — айăпланă. Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн следстви пайĕ тĕпчесе пĕл­тернĕ тăрăх, фигурант, унччен Шупашкарти вузсенчен пĕринче вĕреннĕскер, террористсен тĕнче курăмне çывăха илнĕ, Раççей территорийĕнче ĕçлеме чарнă «Facebook» социаллă сетьри страницинче терроризмпа çыхăннă ĕç-хĕле тÿрре кăларакан публикаци вырнаçтарнă. Терроризм идеологине пропагандăлакан çав материалпа сетьпе усă куракан ытти çын та паллашнă. ФХС управленийĕн сотрудникĕсем çамрăк çынна кăçалхи январь уйăхĕнче Мускавра тытса чарнă. Суд ăна 4 çуллăха ирĕксĕр хăварма, пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă, 3 çуллăха интернет-сайтсене тата телекоммуникаци сечĕсене администрацилес енĕпе ĕçлеме чарнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика