DevElxMhebOqGOukx eN2nKalTscMfw 1Vc6jUqU1MJpld2wQrx19Mo0dDmwaTMJF4HXVC87AkanNPbGhuFAmyO4В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçыр­мари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕн воспитанникĕсем тăван Мăнçырма ялĕнчи уйрăмах паллă вырăнсенче тата çар мухтавĕн вырăнĕсенче экскурсинче пулчĕç. Çакăн евĕр мероприятисем ачасенче патриотизм туйăмне аталантараççĕ тата ăрусем хушшинчи çыхăнулăха çирĕплетеççĕ.

Вăхăт иртет, Аслă Çĕнтерÿ те историнче аяккарах та аяккарах юлса пырать. Анчах ăна астă­вăмра тытни хальхи тата килес ăрусемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл халăх хăйĕн Тăван çĕршывне чунтан парăннине кăтартакан паллă пулăм.

Чи малтан ачасем Раççей Геройне, Приморье Геройне тата Донецк Халăх Республикин Геройне Сергей Юрьевич Ильина чысласа вырнаçтарнă асăну хăмине кайса курчĕç, унăн паттăрлăхĕшĕн тав туса мемориал умне чечексем хучĕç.

Унтан Раççей Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсене халалланă Аллейăна çул тытрĕç. Тăван тăрăхăн историне хисеплес, унпа мăнаçланас туйăм вĕсенче тата ытларах çирĕпленчĕ. Экскурси вĕçĕнче вара ачасем ентешсене — 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене халалланă палăк умĕнче пуç тайрĕç. Çакăн пек чĕрĕ уроксем урлă астăвăм ăруран ăрăва куçса пырать, несĕлсен чĕрисенче упранать.

Эмилия ЛЕВИНА, Татьяна МАТВЕЕВА, воспитательсем

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика