Вăрмар округĕнче, пĕтĕм Раççейри пекех, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан çар служащийĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрес ĕç малалла пырать. Округра пурăнакан ырă кăмăллă çынсем, волонтерсем, организацисемпе учрежденисем, шкулсем Çĕнтерĕве çывхартма хăйсен тÿпине хываççĕ.
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Ираида Михайловна Чапурина та СВО пуçланнăранпах ыркăмăллăх ĕçне кÿлĕннĕ — салтаксене валли ăшă çăм нускисем çыхма тытăннă. Пĕччен мар, хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле — Шупашкарта пурăнакан Наталья Васильевна Туликовăпа тата Ишлейте пурăнакан Мария Ивановна Ефремовăпа.
Ираида Михайловна хăй Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчен. Пирĕн ентешпе, Юрий Петрович Чапуринпа, пĕрлешсе Шупашкарта тĕпленнĕ вăл, чылай çул Наталья Туликовăпа çума-çумăн Шупашкарти коммерципе апатлану технологийĕн техникумĕнче вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара мăшăрĕпе пĕрле Вăрмар поселокĕнче тĕпленнĕ, 5 çула яхăн пурăнаççĕ кунта.
«Паянхи куна эпир виççĕнтен 3800 мăшăр çăм нуски çыхса ятарлă çар операцийĕн зонине ăсатнă, — каласа парать Ираида Михайловна. — Çăмăл мар условисенче, çулталăкăн сивĕ тапхăрĕнче, октябрь уйăхĕнчен пуçласа мартчен, çăм нускисем салтаксене çав тери кирлĕ, çавăнпа нускисене шăпах çав тапхăрта илсе каяççĕ СВОна. Анчах çулла та ĕçсĕр лармастпăр, хĕле хатĕрленсе кашни кунах алла йĕппе çип тытса çăм нуски çыхатпăр. Хĕлле кунне икшер мăшăр, пулать, çулла — пĕрер. Халĕ, акă, 350 мăшăр çыхса хатĕрлесе хутăмăр — пурĕ 6 михĕ пулчĕ. Октябрьччен 600-700 мăшăр таран çыхатпăр пулĕ-ха. Нускисене Чăваш наци полкĕн волонтерĕсем илсе каяççĕ, СВОна çитерсе хамăр чăваш салтакĕсене валеçсе параççĕ».
Нускисен виçи тĕрлĕрен: 42-мĕшĕнчен пуçласа 45-мĕш таран. Çиппине курттăмăн туянаççĕ, ку енĕпе спонсорсем, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсем пулăшаççĕ. Çамрăкранах ал ĕçĕпе кăсăкланакан Ираида Михайловна куçне хупса тенĕ пек çыхма хăнăхса çитнĕ, йĕпсем выляççĕ кăна ун аллинче. Унсăр пуçне тĕрĕ тĕрлеме те кăмăллать вăл, килĕнче хăй тĕрленĕ картинăсем стенасем çинче çакăнса тăрса илемĕпе илĕртеççĕ.
Хăйсене ăшă нускисемпе тивĕçтерсе тăракан Ираида Чапурина, Наталья Туликова, Мария Ефремова патне салтаксем кашнинчех тав сăмахĕсем яраççĕ. Ырă ĕçĕшĕн Тав çырăвĕсемпе те чысланă ал ĕç ăстисене. Виççĕшĕ те кĕмĕл волонтерсем вĕсем. «Çыхакансен артелĕ» теççĕ вĕсен туслă та тăрăшуллă ĕçлĕ ушкăнне.
«Пирĕн Тăван çĕршыва йывăр вăхăтра хÿтĕлеме кар тăнă салтаксене май килнĕ таран пулăшас тесе тăрăшатпăр. Пурте вĕсем пирĕн ывăлсем, мăнуксем... Кашни нускине чун-чĕре ăшшипе çыхатпăр, сивĕ тапхăрта салтаксене ăшăтчăр. Чи пĕлтерĕшли — ятарлă çар операцийĕ часрах пирĕннисен Çĕнтерĕвĕпе вĕçлентĕрччĕ, çĕршыв хÿтĕлевçисем хăйсен килĕсене, çемйисене тĕрĕс-тĕкел таврăнччăр!» — тет Ираида Михайловна.
Ирина ДАНИЛОВА
