TLMdyjuGP3eNz2H3HVNOpC3jQiO3dXMcOZg7WL cYO3OZM2C0gpNZB737USYUNWX3LU8WX24OuMiy6DJzM00cHRUВăрмар округĕнче ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров пулчĕ. Ĕçлĕ çул-çÿрев тухăçлă та тулли иртрĕ. Вăрмар муниципаллă округĕнче вăл администраци коллективĕпе тĕл пулчĕ, муниципаллă служащисене хумхантаракан ыйтусем çине хуравларĕ. Николай Владимиров чылай ăшă тав сăмахĕсене те тивĕçрĕ, «Выбор сильных» партпроектăн кураторĕ пулнă май пирĕн округри самбо аталанăвне активлă пулăшса тăрать вăл. Спорт пуласлăхĕ — шанчăклă алăра.

Сенатор Вăрмар поселокĕнчи маскировка сеткисем çыхакансен коллективĕпе тĕл пулчĕ, сетка çыхакан волонтерсене салтаксене пулăшнăшăн тав туса Тав хучĕпе чысларĕ.

Николай Владимиров сенатор «Светлана» çĕвĕ предприятийĕнче те пулса курчĕ, кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕ, сотрудниксен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Визит чăннипех те ĕçлĕ пулчĕ, тĕрлĕ ыйтусене те сÿтсе явнă, малашлăх плансене те палăртнă.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика