IMG 6211Юлашки шăнкăрав... Савăнăçлă, хумхануллă уяв. Шкул ачисем кĕркуннеччен шкулпа сывпуллашаççĕ, умра вĕсен — виçĕ уйăха тăсăлакан хавас­лă кану кунĕсем. Выпускниксемшĕн вара шкул çулĕсем яланлăхах хыçа юлаççĕ.

Вăрмар округĕнчи кашни шкултах юлашки шăнкăрав янăрарĕ, черетлĕ вĕренÿ çулĕ вĕçленнине хыпарларĕ. Кăçал выпускник ятне илтме 11 класс пĕтерекен 90 çамрăк тата 9 класс пĕтерекен 208 яш-кĕрĕм тивĕçнĕ.

Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та юлашки шăнкăрав ячĕпе линейка иртрĕ. Мероприятие капăр тумланнă шкул ачисем, выпускниксем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем хутшăнчĕç. Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа шкул директорĕ Константин Васильев, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов тухса калаçрĕç. Шкул ачисене çуллахи каникулсене тухăçлă ирттерме сунса хăрушсăрлăх правилисем пирки аса илтерчĕç. Выпускниксене вара экзаменсене ăнăçлă тытма, чун туртнă çĕре вĕренме кĕме, малашнехи пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа çирĕппĕн утăмлама сунчĕç, юратнă шкула манса каймасăр кунта килсех çÿреме чĕнсе каларĕç. Мероприяти шайĕнче шкул ачисене Хисеп грамотисемпе, тĕрлĕ олимпиадăсен, ăслăлăхпа практика конференцийĕсен, ăмăртусен çĕнтерÿçисене дипломсемпе чысларĕç.

Çак кун выпускниксене вĕсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсем, класс руководителĕсем, ашшĕ-амăшĕсем те ăшшăн саламласа мĕнпур лайăххине кăна сунчĕç. Пуçламăш классенче вĕренекенсем «Ачалăх навигаторĕсем» проектăн символĕсене — хутран ăсталанă, ырă сăмахсем çырнă самолетсем парса тухрĕç. Выпускниксен флешмобĕ вара юлашки шăнкăрав уявне илем кÿчĕ.

Акă юлашки шăнкăрав та хăйĕн сассине парса кашнин чунне хумхануллă туйăмпа тултарчĕ. Шкул ачисем килĕсенелле саланчĕç. Выпускниксен вара патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытмалли тап­хăр пуçланать, унтан вара — сывпуллашу каçĕ. Тĕллевĕсене пурнăçлама ăнăçу сунар вĕсене!

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика