Тăвай округĕнче «Ялта чи лайăххисем» конкурс республикăри пултаруллă яш-кĕрĕме пиллĕкмĕш хут пĕрле пуçтарнă. Кăçал унта 1500 ытла ял çамрăкĕ: вĕрентекенсем, тухтăрсем, аграри пайĕнче тăрăшакансем, культурăпа спорт ĕçченĕсем, студентсем пĕр чăмăра пухăннă. Форума «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проекта, Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене халалласа ирттернĕ.
Агрослетăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕ – «Единая Россия» партин «Халăх программи 2.0» валли сĕнÿсем хатĕрлесси. Çамрăксем 200 ытла пуçарупа тухнă, вĕсем ял инфратытăмне аталантарасси тата çамрăк специалистсене пулăшасси тата ытти те.
Форума ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Пилĕк çул хушшинче слет хастар тата яваплă çамрăксене пĕрлештерекен площадка пулса тăнине уйрăммăн палăртнă вăл. Кунта ăрусен диалогĕ тата пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсемпе паллашасси, ял территорийĕсене аталантарас енĕпе йышăнусем туса хурассипе çыхăннă ыйтусем малти вырăнта тăнă. Республикăра пурнăç пахалăхĕ те улшăннă - ялсенче шкулсем, ФАПсем, культура çурчĕсем çĕкленеççĕ тата çĕнелсе пыраççĕ.
Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех ял йăла-йĕркесен çăлкуçĕ тата халăхăн вăй-хал çĕрĕ пулса юлнине, вĕсем пире хальхи мĕнпур йывăрлăха çăмăллăн парăнтарма май панине палăртнă. Аслисен опычĕпе çĕнĕ технологисен майĕсене пĕрлештерни ял туризмĕн тата АПК сферинче проектсене пурнăçа кĕртме майсем уçать. Вăл уйрăмах çамрăксен пĕлтерĕшне палăртнă: «Паянхи çамрăксем улшăнусене хастар хутшăнаççĕ, малашне те çак хăвăртлăха ÿстерсе пырĕç. Пĕтĕмпех хамăр алăра», – тенĕ Республика Пуçлăхĕ.
Регион Пуçлăхĕ муниципаллă службăра тÿрĕ кăмăлпа ĕçленисене наградăсем парса хавхалантарнă.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева «Лучшие на селе» слета çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ те паха проект тесе хакланă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ, «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн Секретарĕ Сергей Артамонов çамрăк ăру обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăннине палăртнă, слет вăхăтĕнче вуншар çамрăк специалист парти проекчĕсене пурнăçа кĕртме хутшăнма йышăннине пĕлтернĕ. «Слетăн тĕп хаклăхĕ – унăн атмосфери: кунта эпир пысăк çемье пек пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ыйтусене сÿтсе яватпăр тата татса паратпăр», – тенĕ вăл.
Маларах социаллă сетьсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсенче пур мероприятисене те наци йăли-йĕркисене тĕпе хурса ирттерме чĕнсе каланă, хăрушсăрлăх ыйтăвĕ яланхи пекех малти вырăна тухмаллине асăннă. Тимлĕхе самантлăха та çухатмалла мар. Çĕнĕ концепци чăваш халăхĕн тĕп уявĕсенчен пĕри – Акатуй – чăваш халăхĕн тĕп уявĕсенчен пĕри, вăл ĕçпе тата тăван çĕрпе çыхăннă уяв, тенине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă.
Слет шайĕнче ял çамрăкĕсен Спартакиади, кĕрешÿ тата çавăн пекех квадроциклсемпе ирттерекен ăмăртусем иртнĕ. Муниципалитет округĕсемпе хуласен делегацийĕсем художествăлла пултарулăх номерĕсемпе паллаштарнă. Лапама илемлĕн илемлетессипе иртекен конкурсра тата пулă шÿрпи пĕçерес енĕпе ирттерекен ăмăртусенче хăйсен ăсталăхне кăтартса панă.
«Ялта чи лайăххисем» конкурс республикăри пултаруллă яш-кĕрĕме пиллĕкмĕш хут пĕрле пуçтарнă. Çамрăксене пĕчĕкренех ялсен аталанăвне явăçтарасси, хула тулашĕнче те тулли пурнăçпа пурăнма, ÿсме, тĕрлĕ енлĕн аталанма май пуррине ĕнентересси, ял хуçалăх ĕçĕнчи çитĕнÿсемпе паллаштарасси, çутçанталăка упрама, юратма хăнăхтарасси яланхи пекех пĕлтерĕшлĕ.
Агрослета Вăрмар муниципаллă округĕн команди те округ пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынипе хастар хутшăннă. Туристсен йăрăмне чăрмавсене парăнтарса тухассипе Вăрмар команди иккĕмĕш вырăна çĕнсе илсе Кубокпа Хисеп хутне тивĕçнĕ. Маттур! Çавăн пекех Вăрмарсем «Асамлă сасă» номинацири чи лайăх пултарулăх номерĕшĕн те Хисеп хутне тивĕçнĕ. Агрослетра делегацисем валли чи лайăх фотозона хатĕрлессипе те Вăрмар муниципаллă округĕ палăрнă.
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ
