Вăрмар муниципаллă округĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире Республика кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр! Çакă кунта çуралнисемшĕн, хăйĕн шăпине республикăпа çыхăнтарнисемшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн, ăна лайăхрах тума ăнтăлакансемшĕн пысăк уяв. Чăваш Ен — пирĕн пĕрлехи кил.

Вăрмар муниципаллă округĕ Республика кунне тухăçлă ĕçпе кĕтсе илнине палăртма кăмăллă. Эпир хамăрăн тава тивĕçлĕ учительсемпе, врачсемпе, ял хуçалăх ĕçченĕсемпе, пултаруллă предпринимательсемпе, спортсменсемпе чăннипех те мухтанатпăр. Пирĕн вĕренекенсем мĕнпур шайри конкурссемпе олимпиадăсенче хăюллăнах çĕнтереççĕ, пултарулăх коллективĕсем халăх хушшинче пысăк çитĕнÿсемпе палăрса тăраççĕ, спортсменсем вара чаплă çĕнтерĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Пирĕн ентешĕмĕрсем хăйсен ĕçĕсемпе тăван округ тата рес­публика ят-сумне çĕклеççĕ, Чăваш Енре пурăнма хăтлă та меллĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ.

Хаклă туссем! Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, ĕçре ырлăх, çитĕнÿсем, савăнăç, тăнăçлăх сунатпăр. Чăваш Енĕмĕр чечекленсе, аталанса пытăр.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, 

Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика