Иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче информушкăн членĕсем Тикаш ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе — çĕнвĕренерсемпе тата тикашсемпе — тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă.
Пĕрлехи информаци кунĕн ĕçне Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ Александр Степанов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Чăваш Республикинчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Михаил Пуклаков, Тикашри территори пайĕн начальникĕ Валерий Нарсов хутшăннă.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче те, Тикаш ялĕнче те маскировка сеткисем çыхмалли пунктсем ĕçлеççĕ. Çак ялсенче пурăнакансем унта йышлăн çÿресе Çĕнтерĕве хăйсен курăмлă тÿпине хываççĕ. Паллах, вĕсем информаци кунĕнчен айккинче юлма пултарайман, мĕншĕн тесен тăван тăрăх тăнăçлăхĕ чăн-чăн патриотсемшĕн малти вырăнта. Яваплă çынсем ыркăмăллăх ĕçне хутшăнакансен тăрăшулăхне пысăк хак панă.
Тикашра тĕлпулу юсаса çĕнетнĕ культура çуртĕнче иртнĕ. Тикашсем, çав шутра максировка сетки çыхма çÿрекенсем те, хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене хускатнă: çĕнĕ ФАП çурчĕн строительстви, ялăн тухăç тата анăç пайĕсене пĕрлештерме Кĕлеçырми урлă кĕпер хывасси тата ытти те. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев пĕлтернĕ тăрăх, планра — М-12 тата М-7 автоçулсене Тикаш витĕр ярса пĕрлештересси. Çĕнĕ ФАП çурчĕн строительствине 2027 çул валли пăхса хăварнă. Пуçарулăх бюджечĕн программин çитес çулхи проекчĕсем пирки калас пулсан, ĕçсене пурнăçлама халех пуçăнмалла. Тĕслĕхрен, Тикаш ялĕнче пушар деповĕн строительствине плана кĕртнĕ. Вăл Тикаш, Шăхаль, Мăнçырма ял тăрăхĕсене пулăшусемпе тивĕçтерсе тăрĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕ Тикаш ял тăрăхĕнче тухăçлă иртнĕ.
Надежда ШИШКИНА
Сăн ÿкерчĕк çинче: Тикаш ялĕнчи маскировка сетки çыхакансем Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă
