Вырăс чĕлхи — чи йывăр предметсенчен пĕри, çапах та Чăваш Республикинчи шкул пĕтерекен çамрăксем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене /ЕГЭ\ çак предметпа ăнăçлă тытма пултарнă. Вĕсенчен 19-шĕ ăна 100 баллăх тытнă. Танлаштарма: пĕлтĕр кун пек лайăх кăтарту 12 выпускникăн пулнă.9b7750b8 027e 40cc 8074 11ee3e850dd2

Вырăс чĕлхине 100 баллăх тытнă çамрăксем хушшинче — Г.Е. Егоров ячĕл­лĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул выпускникĕ Анастасия Тихонова /сăн ÿкерчĕк çинче\. Хăй тăрăшнипе, вырăс чĕлхипе литература предмечĕн вĕрентекенĕ Любовь Николаевна Петрова тарăн пĕлÿ панипе çакăн пек пысăк çитĕнÿ тума пултарнă Анастасия.

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Валентина Алексеевнăпа Николай Иванович Тихоновсен нумай ачаллă çемйинче çуралса ÿснĕ вăл, виçĕ ачаран кĕçĕн­ни. Мĕн пĕрремĕш класранах вĕренÿре чи лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Пуçламăш классенче Надежда Михайловна Максимова вĕрентекен патĕнче ăс пухнă. Вăтам шкула куçсан та хăнăхнă çул-йĕртен пăрăнман, вĕренÿре те, спортра та, обществăлла ĕçсенче те хастар пулнă, творчество енĕпе те палăрса тăнă.

Анастасия çулсеренех Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадине хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Таврапĕлÿ кружокне çÿренĕ, Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн хореографи тата гитара уйрăмĕсене пĕтернĕ. А.Ф. Федоров ячĕл­лĕ Вăрмарти спорт шкулĕн степ-аэро­бика тата волейбол уйрăмĕсенче спортри ăсталăхне туптанă. Çавăн пекех волонтер ĕçĕнчен те айккинче юлман.

Тăрăшуллă хĕрĕн тĕрлĕ конкурссенче, фестивальсенче, олимпиадăсенче çĕнтернине çирĕплетекен Хисеп хучĕсемпе грамотăсен пухмачĕ çав тери пуян. 2024 çулта вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксемпе студентсене паракан стипендине те илсе тăма тивĕçнĕ.

Анастасия патшалăхăн пĕрлехи экзаменне лайăх кăтартупа тытни — унăн яваплăхĕн, çирĕп кăмăлĕн, мал ĕмĕтлĕхĕн тата, паллах, ашшĕ-амăшĕ пулăшса пынин, тĕрев панин результачĕ. Сăмаха май, математикăпа та вăл 90 балл пухнă.

Палăртмалла, Вăрмар шкулĕн выпускникĕсем кашни çулах патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытаççĕ. Ку вăл шкулта чăннипех те ăста педагогсем ĕçленине, вĕсем вĕренекенсене тарăн пĕлÿпе тата тĕрĕс воспитанипе тивĕçтернине çирĕплетет.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика