c68b08b3 bb68 4883 a1fe 8fccd32edeabВăрмар поселокĕнчи 3-мĕш номерлĕ «Зоренька» ача-пăча сачĕ республика шайĕнчи «Ача садĕнче Акатуй» конкурсăн финалне хутшăнма тивĕçрĕ. Мероприяти Чăваш Республикинчи вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе Шупашкарта Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче иртрĕ.

Илемлĕ те çепĕç чăваш юррисем шăранчĕç, шăпăрлансен хаваслă сасси чарăнми янăрарĕ кунта. Кашниех чăваш тумĕпе килнĕ. Республика шайĕнчи конкурсăн пĕтĕмлетĕвне халалланă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров хутшăнчĕç. «Паллă пулăмпа саламласа малалла та çавăн пекех хамăр йăласене пĕлсе, хамăр пурнăçра усă курса хастаррăн утма сунатăп», — терĕ регион Пуçлăхĕ уява килнисене.

Акатуй эрни тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулчĕ, туслăхпа ăнлану тата культура хаклăхĕсен чăн-чăн уявне çаврăнчĕ. «Зоренька» ача-пăча сачĕн воспитанникĕсем чăваш халăхĕн пуян ектерлĕхне курма тата туйса илме пултарчĕç. Акатуй уявне ирттересси ача садĕнче ырă йăлана куçнă. Мĕн пĕчĕкрен тăван культурăна юратма хăнăхни ачасенче ĕмĕрлĕхех тымарланса юлĕ, ăруран ăрăва куçса пырĕ.

Екатерина ВАСИЛЬЕВА, аслă воспитатель

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика