9ce5fa74 1dc2 4aec b55f 210ab3c9acc6В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи «Гипотеза» çуллахи лагерь воспитанникĕсем республикăри «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» программăна тата «Сик! Тух!» этнопроекта хастаррăн хутшăнчĕç. Ачасене валли «Йăласем — чĕрĕ çыхăну» темăпа фольклор сехечĕ иртрĕ.

«Сик! Тух!» проектăн тĕллевĕ — чăваш культурине активлă вăйă-ташă урлă ачасемпе çамрăксен хушшинче сарасси тата сыхласа хăварасси. Культура ĕçченĕсем ачасене чăвашсен паянхи кунчченех упранса юлнă ниме йăлипе паллаштарчĕç, мĕнпур йывăр ĕçе ялĕпех пуçтарăнса пурнăçланине, хĕрарăмсем пĕрле пухăнса çăм арланине, çыхнине каласа пачĕç.

Арçын ачасемпе хĕрачасем вĕсене тимлĕ итлерĕç, хăйсем те авалхи ал ĕçне пурнăçласа пăхрĕç, мастер-класа хутшăнса çăм арлас ĕç вăрттăнлăхне тĕпчерĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе пĕрлехи ĕç уяв­па вĕçленчĕ. Лагерь воспитанникĕсем мăн асаттемĕрсен ĕлĕкхи вăййисене вылярĕç — «Çерем пăсса вир акрăм», «Ят пĕлмелле», «Пушă вырăнла».

Çавăн пекех çак кунсенче лагерьте чăвашсен Акатуй уявне халалласа эрне тăршшĕпех интереслĕ мероприятисем иртрĕç. Ачасем Акатуй историйĕпе тата йăлисемпе, чăваш юррисемпе, юмахĕсемпе паллашрĕç, мастер-классенче тĕрлĕ япаласем ăсталарĕç, чă­ваш апат-çимĕçĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлчĕç, вăйăсем вылярĕç тата ытти те.

Вероника РОДИОНОВА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика