Раççей Федерацийĕн Правительстви çумĕнчи Финанс университечĕн Канашри филиалĕнче Пĕтĕм Раççейри перекетпе инвестицисен çемье фестивалĕн III тапхăрĕ иртнĕ.761c7ae0 ca84 4bf6 a447 a86fcf060266

Çак паллă мероприятине Чăваш Республикинчи 23 муниципалитетран çемьесем хутшăннă. Вĕсен хушшинче Вăрмар округĕнчи Александровскисен çемйи — Вăрмар округĕнчи цент­рализациленĕ бухгалтеринче I категориллĕ бухгалтерта ĕçлекен Ольга Гавриловна тата унăн ывăлĕ Михаил пулнă.

Пухăннисене хисеплĕ хăнасем — Чăваш Рес­публикин финанс министрĕн заместителĕ Игорь Смирнов тата Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов саламланă, финанс ыйтăвĕсене тĕпчеме ăнăçу тата хавхалану суннă.

Фестивале хутшăнакансем финанс енĕпе хăйсен пĕлĕвне тата хăнăхăвĕсене тĕрĕсленĕ. Вĕсем перекетпе инвестицисем пирки лекци итленĕ, «Инвестици портфельне пуçтар» симулятора, «Финанс чĕлхи çине куçар» квеста, «Çемье инвесткомитечĕ» ĕçлĕ вăййа, «Инвестор çул-йĕрĕ: мĕн вăл IPO» квиза хутшăннă.

Александровскисем фестивальте хăйсене лайăх енчен кăтартнă, сертификата тивĕçнĕ.

Ольга ВИССАРИОНОВА, Вăрмар округĕнчи централизациленĕ бухгалтерин начальникĕ – тĕп бухгалтерĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика