an«Единая Россия» политика парти­йĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн сек­ретарĕ Сергей Геннадьевич Артамонов Вăрмар округĕнчи активистсем чĕн­ни­пе асăннă округа çитсе курнă. Кунта вăл Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕпе Василий Шигильдеевпа, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе Юрий Ивановпа, округри депутатсемпе, предприятисемпе организацисен, хресчен /фермер\ хуçалăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса асăннă округри çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Вĕсем: çул-йĕрсене капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçласси, кĕперсем хывасси, хăпартса çитермен çурт-йĕрсемпе ĕçлесси, бензин тата топливо хакĕсем ÿсни тата ытти те.

Чи малтанах Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Викторович Шигильдеев асăннă округăн иртнĕ çулхи социаллă-экономикăллă кăтартă­вĕ­семпе паллаштарчĕ, унтан малашлăх тĕллевĕсемпе задачисене палăртрĕ.

«Округăн социаллă-экономикăллă аталанăвне çулсерен вăйлатса пыма майсем çителĕклех. Кунта чи малтанах ĕçе тĕрĕс планлани кирлĕ. Вăрмарсен пуçарăвĕсем чылай, вĕсене пĕр тĕв­ве пĕрлештермелле. Ăна пурнăçлама Правительство тата «Единая Россия» парти проекчĕсем тĕрев парĕç», - тесе пĕлтерчĕ Сергей Артамонов.

Тĕплĕ хатĕрленĕ проектсем вара «Единая Россия» политика парти­йĕн 2026-2031 çулсем валли йĕркеленĕ Халăх программине тата республикăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн Комплекслă программине кĕрĕç. Халăх сĕнĕвĕсене малалла та пуçтараççĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ тĕлпулура вырăнти активистсене ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

Зинаида Павлова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика