0e7a547c 0c98 4b74 b766 63611c463ccdЧăваш Республики 106 çулхи çуралнă кунне паллă турĕ! Республика кунĕ шайĕнче Шупашкарта тата муниципалитетсенче интереслĕ те пысăк мероприятисем иртрĕç. Паллă пулăмсенчен пĕри — «Эпĕ — çĕнĕ пинçуллăх хĕрарăмĕ» форум.

Чăваш Енре пурăнакан 600 ытла хĕр-хĕрарăм Чăваш патшалăх филармонийĕнче пухăнчĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн ентешсем те — Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕн членĕсем — пулчĕç /сăн ÿкерчĕк çинче/. Делегацине Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ Валентина Альбертовна Волкова ертсе пычĕ.

Форума хутшăнакансене Чăваш Рес­пуб­ликин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. «Хальхи саманара хĕрарăм ача-пăча та ÿстерет, çемье вучахне те упрать, профессире те çитĕнÿсем тăвать, обществăлла ĕçсене те хутшăнать, социаллă проектсем те пурнăçлать, ыттисене хăйĕн тĕслĕхĕпе хавхалантарать. Тĕнчене лайăхрах, илемлĕрех тăвасси вĕсене пĕрлештерсе тăрать. Ялта пурăнакан хĕрарăмсене уйрăммăн тав сăмахĕ калатăп. Вĕсен черчен хулпуççийĕ çинче — çемье, хуçалăх, ял. «Единая Россия» партин Хĕрарăмсен юхăмĕн пуçарăвĕпе Чăваш Республикинче çулсерен октябрĕн 16-мĕшĕнче Ял хĕрарăмĕн кунне паллă тума Хушăва алă пус­рăм. Çак уяв хăйсен ĕçĕпе, пулăшă­вĕпе, ăс-тăнĕпе, юратăвĕпе пирĕн респуб­ликăн аталанăвне пысăк тÿпе хывакан хĕрарăмсене хисепленине пĕлтерет», — палăртрĕ Олег Алексеевич.

Çавăн пекех ăшă саламлă сăмахсемпе Чăваш Енри хĕрарăмсен Сою­зĕн председателĕ Наталья Николаева, РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тухса калаçрĕç. «Эпĕ — хĕрарăм» проект пилĕк çул пурнăçланнă май чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ тата мăнаçлăрах, тата илемлĕрех пулса тăнине, вăй илнине каларĕç.

Сцена çинчен пĕрремĕш хутчен Ял хĕрарăмĕн гимнĕ янăрарĕ. Респуб­лика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçленисене, профессире палăрнисене Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

Уява пухăннисем Мускаври «Ниоткуда с любовью» музыкăллă спектакле курса савăнчĕç. Сергей Шнырев, Ирина Пегова, Алексей Кравченко артистсем выляни, 4'33" ансамблĕн тата Денис Калинский композиторăн хичĕсем куракансене тыткăна илчĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика