Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «Сывлăх патне утăм» пысăк проект шайĕнче регионти муниципалитетсенче Республика кунĕнче мобильлĕ «Сывлăх пункчĕсем» ĕçлесе кайнă. Кăçал мероприяти «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕ пулăшнипе пурнăçланать.
Медицина бригадисем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Вăрмар, Красноармейски, Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăр округĕсенче ĕçленĕ.
Вăрмар округĕнче пурăнакансем те «Сывлăх патне утăм» проекта йышлăн хутшăнчĕç çак кун. Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре лартнă шатерта кашниех хăйĕн сывлăхне тÿлевсĕр, вăрăм черет тăмасăр тĕрĕслеттерме пултарчĕ. Вăрмарти тĕп больницăн опытлă специалисчĕсем пациентсене хапăл туса йышăнчĕç.
«Сывлăх пунктĕнче» артерири юн пусăмне, куçри пусăма, кĕлетке çÿллĕшĕпе йывăрăшне виçме, кĕлетке массин индексне палăртма, юнри сахăр тата холестерин виçине пĕлме, ЭКГ, флюорографи, маммографи тĕрĕслевĕ тухма май пулчĕ. Специалистсем сывă пурнăç йĕрки тата сывă апатлану пирки консультацисем ирттерчĕç, хăш-пĕр пациента сывлăхне тарăнрах тĕрĕслеттерме направлени те пачĕç.
Çакăн пек мобильлĕ «Сывлăх пункчĕсем» ĕçлени питĕ меллĕ те хăтлă пулнине палăртрĕç вăрмарсем, тухтăрсене тав турĕç.
Ирина ДАНИЛОВА
