Иртнĕ канмалли кунсенче Вăрмар округĕнче пурăнакансем тата округ хăнисем пурте кăмăллакан тата кĕтекен ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче — Акатуйра — савăнчĕç. Праçник Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕ тата «Единая Россия» партин «Тăван тăрăх культури» проекчĕ шайĕнче, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа иртрĕ.
«Çумăр пулсан тыр пулать», — тет чăваш халăх сăмахлăхĕ. Çавна курах пулĕ, иртенпех çумăр шăпăртатса сад-пахчасемпе уй-хире шăварнине пăхмасăрах, халăх Акатуй уявĕнче тулли кăмăлпа канчĕ. Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркĕнче яланхи пекех суту-илÿ ярмăркки ĕçлерĕ, Вăрмар райповĕн ĕçченĕсем тата уйрăм çын предпринимательсем çемçе кукăльсем, техĕмлĕ шашлăк, пылак çырла туянса сăйланма сĕнчĕç. Ача-пăча валли темĕн тĕрлĕ тетте те пулчĕ. Кăнтăрларан вара, çумăр пĕлĕчĕсем саланса хĕвел тухнă хыççăн, вăйăсен аттракционĕ ĕçлесе кайрĕ, каçченех ача-пăча сасси хаваслăн янăрарĕ кунта.
Интереслĕ пулăмсенчен пĕри — ял хуçалăх техникин куравĕ. Шăпах çакăн пек мăнаçлă техника ĕçлет те ĕнтĕ Вăрмар тăрăхĕн уй-хирĕсенче, çавăнпа тухăçĕ те çулсерен савăнтарать пирĕн аграрисене.
Хăнăхнă йĕркепе Вăрмар хула тăрăхĕн, кашни ял тăрăхĕн хастар ĕçченĕсем куравсем йĕркелесе чăваш халăхĕн культурин, йăлисен, наци кухнин пуянлăхĕпе паллаштарчĕç, уяв хăнисене чăваш юрри-кĕввипе, сăрапа, çăкăр-тăварпа, хуплупа кĕтсе илчĕç.
Культура çуртĕнче Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн, ача-пăча пултарулăх çурчĕн педагогĕсемпе воспитанникĕсем куравсем, кăсăклă мастер-классем йĕркелесе ирттерчĕç. Акатуй уявĕн савăнăçлă пайĕ те кунтах — Культура çуртĕнчех иртрĕ. Куракансем культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ юрланине, хореографи сюитине тата ачасен флешмобне хапăл туса, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тухса калаçрĕ. Ял хуçалăх ĕçĕнче вăй хуракансене, Вăрмар тăрăхĕн аталанăвне тÿпе хывакансене уйрăммăн саламласа пархатарлă ĕçĕшĕн тав турĕ.
Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов çулсеренех Вăрмар Акатуйне хутшăнать, кăçал та вăл вăрмарсене ăшшăн саламларĕ, мĕнпур ыррине кăна сунчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн Сергей Артамоновăн саламлă çырăвĕсене вуласа пачĕ.
Вăрмар аграрийĕсен тата ытти работниксен хисепе тивĕçлĕ ĕçĕ-хĕлне ырласа Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов, Чăваш Республикинчи потребительсен Союзĕн правленийĕн заместителĕ Андрей Данилов, Чăваш Республикинчи вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен Союзĕн председателĕ Генрих Васильев, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн представителĕсем тухса калаçрĕç.
Хумхануллă самант — çуракинче çитĕнÿсем тунă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре, производствăра, суту-илÿре ăнăçуллă вăй хунă ĕçченсене тата ыттисене те чыслани. Республика тата округ шайĕнчи Хисеп грамотисемпе дипломсене, Тав çырăвĕсемпе хаклă парнесене тивĕçнисем йышлăн пулчĕç.
Агропромышленноç комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тата ветеринаринчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Аслă Чакри ветеринари участокĕн заведующине Любовь Тимофеевăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе, Вăрмар районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ертсе пыракан экономистне Елена Лаврентьевăна тата водительне Николай Иванова ЧР Ял хуçалăх министерствин Тавĕпе чысларĕç.
Тухăçлă ĕçленĕ хуçалăхсем хушшинче «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхне, «Каспий-Агро» тулли мар яваплă обществăна, «Иванов В.А.», «Иванова О.А.», «Иваншкин В.Я.», «Иванов Н.А.», «Тихонов А.Н.», «Дмитриев А.Н.», «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕсене тата ыттисене те палăртрĕç, дипломсемпе наградăларĕç.
«Ака чемпионĕ - 2026» ята «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Василий Петров, «Çĕр хатĕрлессипе чемпион - 2026» ята çак хуçалăхри Николай Васильев, «Чи лайăх хăмлаçă - 2026» ята «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн хăмлаçи Ирина Васильева тивĕçрĕç.
Тăван тăрăха кĕске отпуска килнĕ ятарлă çар операцийĕн участникĕсене уйрăммăн хисеплерĕç, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕшĕн, çар тивĕçне хăюллăн пурнăçланăшăн Вăрмар округĕн администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе наградăларĕç. Çавăн пекех салтаксене гуманитари пулăшăвĕ кÿрекен волонтерсене те чысларĕç.
Малалла сцена çине Вăрмар округĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕсем тухса пысăк уяв концерчĕпе савăнтарчĕç.
Массăллă спорт мероприятийĕсем интереслĕ иртрĕç. Çанталăка кура ăмăртусенчен ытларахăшĕ А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт çуртĕнче пулчĕç. Самбо турнирĕ те иртрĕ, алă вăйне те виçрĕç, кире пуканĕ те çĕклерĕç тата ытти те. Чи кăсăкли — наци кĕрешĕвĕ. Кунта 75 килограмран сахалтарах таякансем хушшинче Радий Туймукова çитекенни пулмарĕ. 75 килограмран йывăртараххисем хушшинче вара Кирилл Яковлев çĕнтерсе тĕп парнене — такана тивĕçрĕ. Чăннипех те пултаруллă пирĕн Вăрмар паттăрĕсем!
Кăнтăрла иртни виçĕ сехетре вара Культурăпа кану паркĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ иртрĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
