Вăрмар округĕн Акатуйĕнче Вăрмарти культура çурчĕн сцени çине хисеплĕ наградăсене илме тивĕçнĕ чи ĕçчен, чи пултаруллă, чи хастар çынсем — Вăрмар округĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывакансем тухрĕç. Вĕсен хушшинче ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсем те пулчĕç. Шăпах Акатуй кунĕсенче вĕсем тăван тăрăхра кĕске отпускра пулнă.
Владимир Валерьевич Васильев тата Максим Анатольевич Лукин салтаксене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев чысласа наградăларĕ, Тав çырăвĕсем пачĕ. «Сире чунтанах тав тăватăп тата хисеплетĕп. Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакансем сирĕн çарти ĕçĕрпе, хăюлăхăрпа, çар тивĕçне парăнса пурнăçланипе мăнаçланаççĕ. Эсир пирĕн Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе, пин-пин çемьене мирпе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерсе службăна çÿллĕ шайра тытса пыратăр. Салтак шăпи мĕнле йывăрлăхсемпе çыхăннине эпир ăнланатпăр, çавăнпа сирĕн кăмăл çирĕплĕхĕ, тÿсĕмлĕхĕр, ăсталăхăр умĕнче пуç таятпăр. Эсир Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлани — вăрмарсен çитĕнекен ăрăвĕшĕн ырă тĕслĕх. Чăн-чăн хÿтĕлевçĕн, хăйĕн сăмахне тытма пĕлекен çыннăн мĕнле пулмаллине кăтартатăр. Чун-чĕререн çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, хăвăр вăй-хала шанма тата мĕнпур тĕллеве часрах пурнăçлама сунатăп сире. Асра тытăр: Сире кунта, тăван округра, юратаççĕ, кĕтеççĕ, шанаççĕ», — тесе çырнă Тав çырăвĕсенче.
Уява пухăннисем пурте ура çине тăрса Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тăвăллăн алă çупса хисеплерĕç.
Ирина ДАНИЛОВА
