masРеспублика кунĕнче Пысăк Енккас­си ялĕнче паллă мероприяти пулса ирт­рĕ. Ялти маскировка сеткисем çыхакан пунктра ĕçлекенсене савăнăçлă лару-тăрура хисеплесе чысларĕç.

Ыркăмăллăх ĕçне хутшăнакансем 15-мĕш уйрăм медицина батальонĕн тата Раççейри чăвашсен наципе культура федераллă автономин председателĕн, Раççей Геройĕн Николай Федорович Гавриловăн Тавĕсене тивĕçрĕç. Маскировка сетки çыхакансене пирĕн ентеш — Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ «Санкт-Петербургри Чă­ваш наципе культура автономийĕ», «Ленинград облаçĕнчи Чăваш культура обществи» обществăлла организацисен председателĕ Валериан Анатольевич Гаврилов пулăшнипе тата тăрăшнипе наградăланă.

Мероприятине «Еник» халăх фольк­лор ушкăнĕ илем кÿчĕ. Пултаруллă артистсем маскировка сетки çыхакансене Республика кунĕ ячĕпе, çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене гуманитари пулăшăвĕ кÿнĕшĕн сумлă наградăсене тивĕçнĕ ятпа саламласа чăваш юрри-кĕввине шăрантарчĕç.

Аврора ГРИГОРЬЕВА,

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта математикăпа информатика вĕрентекен 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика