
Çарта пулни — кашни арçыннăн тивĕçĕ, кашни арçын ача вара – хăйĕн Тăван çĕршывĕн пулас хÿтĕлевçи.
Çамрăк каччăсен пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри — ăна çара ăсатни. Ку ĕлĕкхи йăла ăруран ăрăва куçса пырать, салтакăн çывăх тăванĕсемпе тус-юлташĕсене пĕр чăмăра пухать.
Акă Кĕлкеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Егор Алексеев призывника та 2026 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче Раççей Çарĕн ретне ăсатрăмăр. Пĕтĕм тăванĕсем тата юлташĕсем Егора службăра сыхă тăма тата ăна тивĕçлĕ ирттерме сунчĕç, унăн хулпуççийĕ çинче çынсен тăнăçлăхĕпе лăпкăлăхĕ выртнине асра тытмаллине палăртса каларĕç. «Тăван кил-çурта, хăвăн тусусемпе ентешÿсене манмалла мар, тăван яла таврăнмаллах», — тесе ăшă сăмахсем сунчĕç пулас салтака. Ăсату каçĕ шавлă та хаваслă иртрĕ. Умра вăрăм çул ĕнтĕ халĕ. Егор çак çула тÿрĕ те тивĕçлĕ утса тухасса иккĕленместпĕр.
Ирина АЛЕКСЕЕВА,
Кĕлкешри культура çурчĕн заведующийĕ
