«Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри «Зарница 2.0» çарпа патриотлăх вăййисен республикăри тапхăрĕ аслă ушкăнри çамрăксемшĕн ăнăçлă вĕçленнĕ. Мероприятине хутшăнакансен пĕтĕм вăйне, тÿсĕмлĕхне, çирĕп кăмăлне пухса кăсăклă тĕрĕслевсем витĕр тухмалла пулнă.
Ăмăртусене Чăваш Республикин тĕрлĕ кĕтесĕнчен чи пултаруллă 24 команда хутшăннă. Вĕсен хушшинче В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул команди те пулнă.
Мăнçырмасем хăйсене лайăх енчен кăна кăтартнă. Çамрăксем туслă йышпа çĕнтерÿ патне ăнтăлнă, уйрăм зачет-и, командăсен зачечĕ-и — вĕсем ăмăртусене тивĕçлĕ шайра хатĕрленнине çирĕплетнĕ.
Уйрăм ăмăртусем тĕрлĕрен пулнă: командирсен конкурсĕ, çар корреспонденчĕсен конкурсĕ, связистсен конкурсĕ, инженер-саперсен конкурсĕ, медиксен конкурсĕ, штурмовиксен конкурсĕ, пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕсен конкурсĕ. Шкул ачисем заданисене çăмăллăнах пурнăçланă. Çавăн пекех командăсем хушшинчи дисциплинăсенче те — тактикăллă хатĕрленÿ, йывăр условисене тÿссе ирттересси, çар эстафети — лайăх результатсем кăтартнă.
Пĕтĕмлетсе каласан, В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн çамрăк патриочĕсем чи ырă сăмахсене кăна тивĕçлĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Зарница 2.0» çарпа патриотлăх вăййисен республикăри тапхăрне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕрев панипе йĕркеленĕ.
Ирина ДАНИЛОВА.
