«Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче Чăваш Республикинче, пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче, шкул лесничествисен слечĕ пулса иртнĕ.
Слета Вăрмар муниципаллă округĕнчен икĕ команда хутшăннă: «Вăрман робинзонĕсем» тата «Вăрман хÿтĕлевçисем». Командăсенче — Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи шкул лесничествин кружокне çÿрекенсем.
«Вăрман робинзонĕсем» команда йышĕнче Дарья Алексеева, Дмитрий Виссарионов, Виктория Давыдова, Константин Николаев, Дарья Тимофеева пулнă. «Вăрман хÿтĕлевçисем» команда йышĕнче — Милана Александрова, Полина Артемьева, Давид Сергеев, Мария Михайлова, Тихон Михайлов.
Вăрмарсем слета ăнăçлă хутшăннă. «Вăрман робинзонĕсем» командăн çитĕнĕвĕсем пирки калас пулсан, Дмитрий Виссарионов, Виктория Давыдова, Константин Николаев «Подрост» уй-хир конференцийĕнче 1-мĕш вырăна йышăннă. Дарья Тимофеевăпа Константин Николаев «Робинзонада» конкурсра 2-мĕш вырăна тухнă. Стена хаçачĕсен конкурсĕнче те, визиткăсен конкурсĕнче те «Вăрман робинзонĕсем» 3-мĕш пулнă. Лесоводсен конкурсĕнче Константин Николаев çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Зоологсен конкурсĕнче Дарья Алексеева 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
«Вăрман хÿтĕлевçисем» командăн результачĕсем те курăмлă. Милана Александровăпа Мария Михайлова «Робинзонада» конкурсра 3-мĕш вырăна тухнă. Тихон Михайлов та гидробиологсен конкурсĕнче 3-мĕш вырăна йышăннă.
Пĕтĕмĕшле илсен вара, республикăри шкул лесничествисен слетĕнче «Вăрман робинзонĕсем» призер пулма тивĕçнĕ.
Командăсен руководителĕ Клавдия Анатольевна Николаева шкул лесничествисен 2024-2025 вĕренÿ çулĕнчи ĕçĕ-хĕлĕн отчечĕсен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Икĕ команди те экологипе вăрман хуçалăхĕн облаçĕнче тарăн пĕлÿллĕ пулнине кăтартнă. Слета хутшăнни шкул ачисене малалла та çутçанталăк хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕн сферинче аталанма хавхалану кÿнĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
