Республика кунĕнче, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ шайĕнче, Шупашкар муниципаллă округĕнчи Çырмапуç ялĕнчи Хĕвеллĕ уçланкăра наци кĕрешĕвĕ енĕпе арçынсем хушшинче Чăваш Республикин Кубокĕ иртнĕ.
Турнира регионти 14 округран 50 ытла спортсмен хутшăннă, çав шутра Вăрмар округĕн представителĕсем те пулнă. Унсăр пуçне А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн самбо уйрăмĕн тренерĕ Валерий Петрович Орлов турнирăн судйи пулма тивĕçнĕ.
Тупăшусем çивĕч те интереслĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тата Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн Василий Петровăн саламлă сăмахĕсем спортсменсене хавалану кÿнĕ. «Кĕрешÿ Чăваш Енре лайăх аталанать: спорт шкулĕсенче кĕрешÿ уйрăмĕсем ĕçлеççĕ, унта çÿрекенсен шучĕ ÿссе пырать. Кĕрешĕве Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен программине кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм пулса тăчĕ. Чăваш Республикин Кубокĕ чи вăйлисене палăртĕ. Çĕнтерÿçĕсем регионăн пĕрлештернĕ командин йышне кĕрĕç», — тенĕ Василий Петров.
Спортсменсем 7 виçе категорийĕнче тупăшнă, кашни категоринче çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртнă.
Пирĕн ентеш — А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн самбо уйрăмĕн воспитанникĕ Кирилл Яковлев — çак турнирта Вăрмар округĕн чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ. Вăл 100 килограмм таякан спортсменсем хушшинче 2-мĕш вырăна тухса Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин Дипломне тивĕçнĕ.
Çавăн пекех А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн самбо уйрăмĕн тренерне Валерий Орлова наци кĕрешĕвĕ енĕпе Чăваш Республикин Кубокĕнче судья ĕçне пурнăçланăшăн, физкультурăпа спорт аталанăвне тÿпе хывнăшăн Шупашкар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Тавĕпе наградăланă. Саламлатпăр вăрмарсене!
Кĕрешÿ — ахаль спорт тĕсĕ кăна мар, вăл чăваш халăхĕн культури. Кĕрешÿ енĕпе ăмăртусем «Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче иртеççĕ.
Палăртмалла, 2025 çулта турнир Етĕрнере пулнă, кăçал — Шупашкар округĕнчи Хĕвеллĕ уçланкăра. Çитес ăмăртусем вара çĕнĕ лапамра иртĕç.
Ирина ДАНИЛОВА
