«Сывлăх патне – утăм» проект çĕнĕрен ĕçлесе кайнă. Вăл «Единая Россия» политика партийĕн «Сывă пуласлăх» проекчĕ пулăшнипе пурнăçланать. Кăçалхи июнĕн 24-28-мĕшĕсенче республикăри «Сывлăх пункчĕсенче» 3949 çын комплекслă тĕрĕслев витĕр тухнă. Вĕсенчен 1011 çынна тĕплĕнрех тĕрĕсленме янă, 21 çынна госпитализациленĕ. 239 çын тĕрлĕ чирсемпе чирленине тупса палăртнă. «Единая Россия» политика партийĕн «Сывă пуласлăх» проекчĕ шайĕнче пуçаруллă ушкăн сĕннипе «Ача-пăча тухтăрĕ» тата «Кардиопуйăс» проектсем йĕркеленĕ. Республикипе илес пулсан ку енĕпе пурĕ 54 ял-хулана çитсе килме палăртнă. «Ача-пăча тухтăрĕ» проект шутĕнче çак тапхăрта пурĕ 5 вырăна çитсе 1305 ачан сывлăхне тĕрĕсленĕ. «Кардиопуйăс» проектпа килĕшÿллĕн 5 вырăна çитсе 715 çыннăн сывлăхне пăхнă.
Энĕшпуç ялĕнче те «Сывлăх патне - утăм» проект анлăн пурнăçа кĕчĕ. Кунта 241 çын хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерчĕ. Дарья Иванова, Софья Максимова врачсем, Светлана Иванова фельдшер-лаборант тата ытти медицина ĕçченĕсем çак ял çыннисен сывлăхне тимлерĕç. Энĕшпуçĕнче пурăнакан Раиса Андреевнăпа Николай Васильевич Яковлевсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех кирпĕч заводĕнче вăй хунă, ĕç ветеранĕсем кашни çулах çак проекта хутшăнса сывлăхне тĕрĕслеттереççĕ. «Сывлăх патне – утăм» проект пирĕн ялта ĕçлени пирĕншĕн питĕ меллĕ. Энĕшпуç ялĕ район центрĕнчен аяккарах вырнаçнă пирки эпир, ватă çынсем, тăтăшах унти поликлиникăна тухсах çÿрейместпĕр. Çавăнпа та хамăр патăртах тĕрлĕ врачсем килсе пирĕн сывлăха тĕрĕслени, анализсем илни, кирлĕ эмелсем çырса пани пирĕншĕн питĕ лайăх», - теççĕ ватăсем.
Зинаида Павлова
