a6e86c13 6cf3 4f53 abf5 357ed02046b3Пуçарулăх бюджечĕн программипе килĕшÿллĕн Хĕрлĕçыр ялĕнче Ленин урамĕнчен пуçласа ял масарĕ таран пурĕ 505 метр тăршшĕ вак чул сарассипе «Транспортник» тулли мар яваплă общество ĕçленĕ.

Çак ĕçе пурĕ 1781443,27 тенкĕлĕх пурнăçланă. Кунта автотранспорт çаврăнмашкăн ятарласа вырăн йĕркеленĕ тата шыв юхса каймалли 3 пăрăх хывса хăварнă. Асăннă çул-йĕр строительствине пурнăçлама хĕрлĕçырсем тата çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем укçа-тенкĕ хывса активлă пулăшнă. «Пĕрлĕхре — вăй. Ниме вăл — халăх бюджечĕ. Хамăр таврана хăтлăрах, илемлĕрех тăвассишĕн пурте кар тăрса ĕçлеме, укçи-тенкине ял аталанăвĕшĕн хывма эпир яланах хатĕр», — теççĕ хĕр­лĕçырсем. Апла пулсан пĕчĕк ялăн малашлăхĕ пурах тесе калас килет.

Валерий НАРСОВ,

Тикашри территори пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика