Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн Вăрмарти Культура çурчĕ çумĕнчи автоклуб округăн аякри ялĕсене концерт программипе тăтăшах тухса çÿрет.
Акă иртнĕ кунсенче кунти культура ĕçченĕсем Хĕрлĕçыр тата Чăршçырма ялĕсенчи халăхпа тĕл пулса вĕсене «Тăван ял — пирĕн мăнаçлăх» ятпа концерт лартса пачĕç. Вырăнти халăх чунтанах савăнчĕ. Артистсемпе пĕрле юрларĕ, ташларĕ.
Çавăн пекех Пысăк Енккассинчи культра çуртĕнче те тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ. Палăртма кăмăллă, асăннă культура çуртне Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ачисем килсе курнă. Вĕсене Т.Петрова, М.Тихонова, В.Ефремов вĕрентекенсем илсе килнĕ. Кунти «Тăван ен кун-çулĕ» клуб пĕрлешĕвĕн руководителĕ Николай Гаврилов çамрăк ăрупа «Чăваш халăхĕн историйĕ» темăпа краеведени сехечĕ ирттернĕ. Мероприяти вăхăтĕнче «19-мĕш ĕмĕрти хресчен çурчĕ» презентаци тата В.В. Николаевăн «Чăваш Ен историйĕ» кĕнекин иллюстрацине йĕркеленĕ. Çамрăксене иртнĕ ĕмĕрти мăн асаттесемпе асаннесен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ кăсăклантарнă.
Унсăр пуçне И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн «Астăвăм» шырав ушкăнĕ тупнă экспонатсемпе те интересленчĕç. Экскурси хыççăн ачасем Пысăк Енккасси ялĕн урамĕсемпе утса тухрĕç, ялпа паллашрĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн тата «Единая Россия» политика партийĕн «Тăван тăрăх культури» проекчĕ шайĕнче поселокри тĕп площадьре Кострома хулинчен килнĕ «Венец» фольклор ансамблĕ вырăнти халăха хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче ку уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Ирина ТРИФОНОВА, Вăрмарти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ
