Çулсерен июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Республика кунне уявлать. Хамăрăн тăван Чăваш Ене эпир пурте юрататпăр. Унăн историйĕ ытти халăхсен историйĕ пекех илĕртÿллĕ, интереслĕ, чуна пырса тивет. Ачасене унпа паллаштарни вĕсене пирĕн халăхăмăрăн тата пĕтĕм çĕршывăн историне лайăхрах ăнланма пулăшать тата хисеплеме вĕрентет.
Республика кунĕ тĕлне Карăкçырми ялĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче «Эпĕ Чăваш Енре пурăнатăп» темăпа мероприяти ирттертĕмĕр. Воспитательсем ачасене патшалăх символĕсем пирки каласа пачĕç. Чăваш Республикин мăнаçлă гимнне ачасем питĕ тимлĕн те шухăша кайса итлерĕç. Уявра чăваш юррисемпе сăввисем янăрарĕç. Уйрăмах халăх вăййисене интересленсе те хавхаланса вылярĕç ачасем. Уяв хаваслă та савăнăçлă иртрĕ.
Надежда АЛЕКСАНДРОВА, Ирина ЛЬВОВА, воспитательсем
