Чăваш Республикин Пуçлăхĕн эрнесеренхи канашлăвĕнче Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова «Мирлĕ пурнăçа утăм» проектăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Проекта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе 2025 çулта хута янă.
Чăваш Республикинче ятарлă çар операцийĕн участникĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевпе тулли тытăм йĕркеленĕ. Регионта 40 ытла пулăшу мери ĕçлет. 2022–2025 çулсенче республикăн бюджетĕнчен салтаксемпе вĕсен çывăх çыннисене 12,7 млрд тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 9 млрд тенкине – пĕлтĕр.
Проекта пурнăçламалли тĕп хатĕр — специалистсен тухса çÿрекен мобильлĕ ушкăнĕсем. «Пулăшу десантне» юристсем, адвокатсем, обществăлла ĕçченсем, социаллă службăсен, ĕçпе тивĕçтерекен центрсен, социаллă фондăн, республикăри çар комиссариачĕн, муниципаллă администрацисен сотрудникĕсем кĕреççĕ.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:
«Проектăн тата тепĕр тĕллевĕ – нормативлă базăна тÿрлетÿсем кĕртмелли е хушма йышăнусем тумалли самантсене тупса палăртасси. Чи кирли — çĕнĕ пулăшу мерисем кĕртесси анчах мар, пуррисене çынсемшĕн ăнланмалла та çирĕп тăвасси».
Унсăр пуçне Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствине пăхăнса тăракан социаллă пулăшу кÿрекен центрсен никĕсĕ çинче координаци центрĕсем ĕçлеççĕ – вĕсене вырăнти администрацисен пуçлăхĕсем ертсе пыраççĕ. Специалистсем çемьесем патне килĕсене тухса çÿресе вĕсен социаллă паспортне хатĕрлеççĕ, вĕсен чи малтанхи нушисене палăртаççĕ: укçа-тенкĕ, ĕç е урăх професси илме кирли.
Çакăн пек тĕллевлĕ ĕçĕн тухăçлăхне цифрăсем кăтартса параççĕ. Кăçалхи февраль уйăхĕнчен пуçласа ĕçлĕ ушкăнсем 23 хутчен тухса кĕнĕ, унта 611 специалист хутшăннă. 1 136 ыйтуран 1 051-шне тÿрех татса панă, 85 ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илнĕ.
СВО участникĕсене тата вĕсен çывăх çыннисене ытларах чухне укçа-тенкĕ тÿлевĕсемпе тата компенсацисемпе, сиплевпе, аманнă хыççăнхи реабилитаципе, вĕренÿпе, ĕçе вырнаçассипе тата социаллă контракт алă пусассипе çыхăннă ыйтусем пăшăрхантараççĕ.
«Мирлĕ пурнăçа утăм» — пĕр хутчен иртекен акци мар, вăл системăллă проект. Вăл хăйĕн ĕçне малалла тăсасса палăртнă министр. Çар çыннисен çемйисене кÿрекен пулăшу вăхăтра тата туллин пулса пырасси малти вырăнта пулмалла.
ЧР ПА пресс-служби
