Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти профильлĕ 11-мĕш классенчи 58 вĕренекен валли ăсату каçĕ пулса иртрĕ.
Июнĕн 27-мĕшĕнче Вăрмар шкулĕнче пĕр енчен хумхануллă, тепĕр енчен савăнăçлă, чĕресенче мăнаçлăх туйăмĕ хускатакан лару-тăру хуçаланчĕ. Пĕр-пĕрне чи ăшă та пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмахсем каласа хавхалантарма актовăй залра гуманитари, технологи, химипе биологи класĕсенчен вĕренсе тухакансем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, педагогсем пухăнчĕç.
Уява хисеплĕ хăнасем хутшăнчĕç: Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Олег Кошельков, Канаш епархийĕн V округĕн благочиннăйĕ, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей тата Наталья Ермолаева матушка, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Юрий Соколов. Вĕсен саламлă, ырă сунăмлă сăмахĕсене яшсемпе хĕрсем яланлăхах асра хăварĕç.
Савăнăçлă мероприяти Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин гимнĕсене итленинчен пуçланчĕ. Унтан шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Ольга Матвеева тата Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Олег Кошельков 18 çамрăка шкула отличипе пĕтернине çирĕплетекен аттестатсем, 1 тата 2 степеньлĕ медальсем пачĕç. Пурнăçри çĕнĕ тапхăрăн пуçламăшне пĕлтерекен документа яш-кĕрĕм çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухса илчĕ.
Шкул пĕтерекенсене аттестат парса тухма Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей тата Наталья Ермолаева матушка та тивĕçрĕç. Леонид атте çамрăксене ăшă сăмахсем каларĕ, харпăр хăйсене яланах шанма, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕрпе утăмлама сунчĕ. Наталья матушкăн саламлă сăмахĕсем те ырă туйăмсемпе тулли пулчĕç.
Чылай яшпа хĕре шкул пурнăçне активлă хутшăннăшăн — грамотăсемпе, уйрăм предметсемпе ăнăçуллăн вĕренсе пынăшăн — мухтав хучĕсемпе палăртрĕç. Наградăсене шкул директорĕн заместителĕ Валентина Табакова пачĕ.
Шкул пĕтерекенсен юрри-сăвви залра ларакансен чунне уйрăмах пырса тиврĕ. Кашни йĕркере, кашни сăмахра вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне тав туни, тăван шкула юратни уççăнах курăнчĕ.
Класс руководителĕсем — Лариса Борисовна Доманова, Любовь Николаевна Петрова, Татьяна Игоревна Сапаркина — саламлă сăмахсемпе тухса калаçрĕç. Вĕсем хăйсен вĕренекенĕсене валли кăмăла ăшăтакан юрă, шкул пурнăçĕ вĕçленнине пĕлтерекен, чĕре патнех пыракан видеоролик хатĕрленĕ.
Ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлмарĕ. Вĕсен видеосаламĕ ывăлĕ-хĕрĕсене хавхаланупа тултарчĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе шкулти ăсату каçĕ асăнмалăх сăн ÿкерĕннипе вĕçленчĕ. Çак сăн ÿкерчĕксем капăр тумланнă яшсемпе хĕрсен хаваслă йăл куллине тата манăçми ăсату каçне упраччăр. Телейлĕ çул пултăр сире, 2026 çулта шкул пĕтернĕ çамрăксем!
Çавăн пекех июнĕн 30-мĕшĕнче Вăрмар шкулĕнче 9-мĕш классенчен вĕренсе тухакансене те аттестатсем пачĕç. 108 çамрăк тĕп пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестатлă пулчĕ. Вĕсенчен 14-шĕ вĕренĕве отличипе вĕçлесе хĕрлĕ аттестата тивĕçрĕ. Саламлатпăр вĕсене, профильлĕ 10-мĕш классенче малалла пĕлÿ илме хапăл туса кĕтетпĕр!
Валентина ТАБАКОВА, шкул директорĕн заместителĕ
