f4058175d56243048755dbe86c4bcd0dÇар ĕçĕсен ветеранĕсен кунĕ çĕршывра пурăнакан миллионшар çынна пĕр тĕвве çыхăнтарать. Алла хĕç-пăшал тытса Афганистанра, Чечняра, Сиринче, ятарлă çар операцийĕнче, ытти хĕрÿ вырăнсенче Тăван çĕршывăн интересĕсене тĕрлĕ çулсенче хÿтĕленĕ çынсене чыслаççĕ çак кун.

Вăрмарсем те айккинче юлман — Çар ĕçĕсен ветеранĕсен кунĕнче Вăрмар поселокĕнчи астăвăм вырăнĕсенче чĕрĕ чечексем хунă. Вăрмарта пурăнакансем, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн, обществăлла организацисен представителĕсем тата, паллах, ветерансем хăйсен пурнăçне тата сывлăхне мирлĕ тÿпешĕн панă паттăрсене тав сăмахĕ калама пухăннă.

Чĕрĕ чечексем хурасси — ахаль йăла мар, ку вăл пирĕн пĕрлехи астăвăма тата эпир тав тунине пĕлтерекен символ. Эпир çапăçу хирĕсенчен таврăнман кашни çынна астăвăмра упратпăр, пирĕнпе юнашар пурăнса çирĕп кăмăлпа чăн-чăн патриотлăх тĕслĕхĕ кăтартакан кашни çынпа мăнаçланатпăр. Таймапуç вĕ­сене, пирĕн хÿтĕлевçĕсене!

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика